26 марта 2010 г.
“1885 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Кивĕ тата Çĕнĕ Пуянкасси ялĕсенче шкулсем уçрăм”, – çырса пĕлтернĕ Çĕрпÿ уесĕнчи училищĕсен канашне çав çулхи мартăн 4-мĕшĕнче П.Никитин пуп. Кивĕ Пуянкасси шкулĕнче Тушкил хресченĕ Степан Захаров (Уходеров), Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче Степан Скворцов вĕрентме тытăннă. Иккĕшĕ те чăваш, Нăрваш салинчи земство училищинчен вĕренсе тухнăскерсем. Шкулсем валли ятарлă çуртсем пулман, ачасене уйрăм çынсен çурчĕсене тара илсе вĕрентнĕ. Çĕнĕ Пуянкассинче – Неофит Дмитриевăн 2 хутлă çуртĕнче (халĕ Якимовсен пÿрчĕ вырăнĕнче). Шкулсене Çĕрпÿ земстви тытса тăнă, унсăр пуçне епархи училищин канашĕ те пулăшнă.
Пирвайхи çул Кивĕ Пуянкасси шкулĕнче 26 арçын ачапа 1 хĕр ача, Çĕнĕ Пуянкассинче 22 арçын ача вĕреннĕ. Ачасене вулама, çырма тата арифметикăпа Турă саккунĕ вĕрентнĕ. Захаров–Уходеров 1885 çулхи октябрьтен Тăрмăш шкулне ĕçлеме куçнă, Кивкасра Иван Миронов вĕрентнĕ. Шкулсем уçăлнă вăхăталла Çĕнĕ Пуянкассинче 1116 çын пурăннă, çав шутра 8–16 çулхи ачасем – 322, Кивĕ Пуянкассинче 875 çынран 16 çултан аслă мар ачасем 278 шутланнă.
Вĕрентекенсен шалăвĕ пĕчĕк пулнă, çавăнпа вĕсем улшăнсах тăнă. С.Скворцов Çĕнĕ Пуянкассинче 1886 çулхи ноябрьччен ĕçлет. Вара пĕр хушă Фекла Федорова, Степан Павлов, Петр Макаров вĕрентнĕ. 1889 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен шкула Кондратий Ласточкин вĕрентме килет. Вăл Тăвайри вак халăхсен училищинчен вĕренсе тухнă тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн икĕ класне пĕтернĕ. Кивкасра Григорий Ефимов вĕрентнĕ. Иккĕшĕн те учитель ятне çирĕплетекен свидетельствăсем пулман. Вĕрентекенсене земствăран 24, тĕн ведомствинчен 7 тенкĕ те 50 пус шалу тÿлени паллă.
Пĕлÿ пахалăхне кура е ытти сăлтавсемпе шкула çÿрекенсен йышĕ пысăк пулман. Çапла 1893–1894 вĕренÿ çулĕнче Çĕнкас шкулне пурĕ те 16 арçын ачапа 2 хĕр ача, Кивкасăнне 14 арçын ачапа 2 хĕр ача çÿренĕ.
1905 çултан пуçласа 1907 çулхи январĕн 22-мĕшĕччен Çĕнĕ Пуянкасси ачисене Е.Ф.Герасимов вĕрентнĕ. Ăна патша çарне илсен, шкулта Мăнçырма çынни Семен Капитонов ĕçлеме тытăннă. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса тăвакан çын пулнă. Дисциплинăна çирĕп тытнă. Анчах ял куштанĕсем тăрăннипе учителĕн пăрахса кайма тивнĕ.
Халăха çутта кăларас ĕç патша саманинче ытла та çителĕксĕр пулса пынă. Октябрьти революци кăна ăна тĕпрен улăштарма пултарнă. 1918 çулта икĕ ялĕнче те пĕрремĕш сыпăклă шкулсем туса хураççĕ. Çĕнкас шкулĕнче ку вăхăтра 57 арçын ачапа 42 хĕр ача вĕренни паллă. Çавах та вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлеме май килмест, пурнăç условийĕсем çав тери йывăррипе пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисемпе юхăннă пурнăç тата ачасем вăхăтлăха массăллăн чирленине пула (40 ача чирленĕ, иккĕшĕ вилнĕ) декабрĕн 31-мĕшĕнче икĕ ялĕнче те шкулсене хупаççĕ. Çав йывăр вăхăтра ачасене Георгий Николаевпа Иринарх Ломоносов вĕрентнĕ. Кивкасра А.Я.Ивановпа Е.С.Степанов ĕçленĕ.
1921 çулта 8–18 çулхи ачасем хушшинче хутпĕлменлĕхе пĕтерес ĕç "ликбез" пуçланать. Ачасемпе çамрăксене вулама, çырма, шутлама вĕрентнисĕр пуçне, обществăпа çут çанталăк, географи, истори наукисем пирки ансат пĕлÿ параççĕ. Хут пĕлменлĕхе пĕтерес ĕç çитĕннисем хушшинче те пулса пырать.
Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ çынсем вĕрентнĕ Пуянкасси шкулĕсенче. Çĕнĕ Пуянкассинчен тухнă пĕрремĕш вĕрентекен Константин Семенович Семенов пулнă. Вăл ялти шкулпа Тăвайри училищĕрен, Шăхасанти икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. 1930–1958 çулсенче Çĕнкас шкулĕнче вĕрентнĕ, 1949 çулта ăна халăха вĕрентес ĕçре нумай çул ăнăçлă вăй хунăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
1934 çулта Çĕнĕ Пуянкассинче тулли мар вăтам шкул уçăлать. Унăн пĕрремĕш директорĕ Г.Ф.Пакша пулнă. Малалла вĕренес текенсем, халиччен Сăхăтпуç, Эльпуç, Тăвай шкулĕсене çÿренĕ пулсан, халĕ ялтах вĕренме пултарнă. Вăрçă умĕнхи çулсенче шкулта К.С.Семенов, Ф.И.Ильин, Т.А.Архипова, К.П.Павлов, В.М.Максимов, Кивкасра Е.А.Яковлев, В.Е. Ефремов, А.И.Иванова вĕрентнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, 1941–1942 вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнчех 10 вĕрентекенрен улттăшĕ "И.А.Гладков, М.Я.Михайлов, В.Е.Ефремов, К.П.Павлов, В.С.Сергеев (Нăрваш), В.С.Казаков фронта тухса каяççĕ. 1942 çулхи мартра К.С.Семенов директора та фронта илеççĕ, ун должноçне Ф.И.Ильин йышăнать. Часах унăн та салтак шинелĕ тăхăнма тивет. Унăн вырăнне фронтран таврăннă К.П.Павлов юлать.
1958–1968 çулсенче шкул коллективне А.И.Иванов (Ураскасси) ертсе пырать. Çав çулсенче шкулăн пурлăх бази чылай тĕрекленет. 4 класлă çурта тĕпрен юсаççĕ, кирпĕчрен купаласа 6 класлă çурта ĕçе кĕртеççĕ. Кивĕ Пуянкассинче те 4 класлă кирпĕч çурт купалама тытăнаççĕ. Н.И. Степанова директор пулсан, çав çурта тата Çĕнкасра шкул столовăйĕн çуртне хута яраççĕ.
1972–1986 çулсенче директорта Г.С.Степанов ĕçленĕ. 1982 çулта Çĕнĕ Пуянкассинче 320 вĕренекен вырнаçмалăх икĕ хутлă кирпĕч çурт хута каять, вăл вăтам шкул пулса тăрать.
1986–1996 çулсенче шкул коллективне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ М.П.Михайлова, 1996–2006 çулсенче В.И.Ильин ертсе пынă.
125 çул ĕнтĕ Пуянкасси шкулĕ ачасемпе çамрăксене пĕлÿпе воспитани парать. Çав тапхăрта унтан çĕршер çамрăк вĕренсе тухнă. Эпир кунта вĕренсе пурнăç çулĕ çине тăнă нумай-нумай ентешпе чăннипех мухтанма пултаратпăр. Çав йышран Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистне, РСФСР Станиславский ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреатне Геннадий Терентьева, Валентина Эльби писателе, экономика наукисен кандидатне Н.Степанова, республикăри Ботаника сачĕн директорĕ Ю.А.Неофитовпа П.С.Васильев педагога (ăслăлăх кандидачĕсем), РФ тава тивĕçлĕ врачне, Мускав облаçĕн Патшалăх Думин депутатне П.С.Ефимова, халĕ Тăвайри вăтам шкулта биологи вĕрентекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне А.П.Михайлована, ЧР физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, РФ физкультурăпа спорт отличникне В.М.Ильина, тĕнчери “Филантроп” преми лауреатне А.Е.Альфонс художнике тата тĕрлĕ професси илнĕ нумай-нумай çынна асăнма пулать. Шкул воспитанникĕсем хушшинче ăслăлăх çыннисем те, вĕрентекенсемпе врачсем те, çар офицерĕсем, инженерсем те, производствăра ĕçлесе ырă ята тивĕçнисем те сахал мар. Вĕсен мухтавлă ĕçĕсене çамрăк ăрусем малалла чыслăн тăсасса шанас килет.
Паянхи кун Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче 119 ача вĕренет. Вĕсене ку чухнехи çĕнĕ технологисемпе усă курса тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парас ĕçе опытлă, хăйсен профессине чунтан парăннă педагогсем туса пыраççĕ. 9 вĕрентекен РФ тата ЧР Вĕрентÿ министерствисен тĕрлĕ наградисене илме тивĕçнĕ. Вĕренекенсем хушшинче район, республика шайĕнче иртекен конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса мала тухакансен шучĕ ÿссех пырать. Вĕренÿре хастар, общество пурнăçне харсăр хутшăнакан пултаруллă çамрăксем хушшинче шкул воспитанникĕсем те сахал мар. В.Кондратьев студент, О.Кириллова, А.Максимова вĕренекенсем – ЧР Президенчĕн стипендиачĕсем. Шкул пурнăçран юлмасăр утма тăрăшать.
Вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, тĕрлĕ çулсенчи выпускниксене шкулăн 125 çулхи юбилейĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу сунатăп. Сире юбилейлă уява кĕтетпĕр. Вăл мартăн 27-мĕшĕнче 10 сехетре шкул çуртĕнче пуçланать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"