27 апреля 2010 г.
Пуçтарса тăракан çĕрте мар, вараламан çĕрте таса. Каяшсемпе çÿп-çапа çынсем хăнăхнă йăла-йĕркепе пĕр чăрмавсăр унта-кунта кăларса пăрахаççĕ, вĕсен малалли шăпи пирки шухăшласах та каймаççĕ. Анчах та производствăпа йăлари каяшсем, çÿп-çаппа тĕрлĕ ăпăр-тапăр пурнăçра питех те нумай пухăнаççĕ. Çавăнпа вĕсене вырнаçтарасси, ĕçлесе хатĕрлесси, вĕсемпе иккĕмĕш-виççĕмĕш хут усă курасси çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çÿп-çап проблеми ĕлĕкренпех кăткăс тăнă, анчах ку чухнехи пурнăçра вăл нихçанхинчен те çивĕчленнĕ. Çапла, тĕс-лĕхрен, мегаполисăн вăтам статистика çынни çулталăкра 360 килограмм ытла йăлари хытă каяш кăларса пăрахать. Ку шута промышленноçпа строительство каяшĕсем кĕмеççĕ-ха, вĕсем тата нумайрах. Каяшсем – ку ĕмĕрти мур чирĕ пек. Вĕсен хисепĕ çавăн чухлĕ нумай пулса кайнă, сăмахран, çĕрмен, арканман полимертан туса кăларакан пĕр хут усă курмалли стакансене пĕр йĕрпе хурса тухсан, вĕсем Çĕр чăмăрне 463 хут явакласа илме çитĕç.
Хальхи вăхăтра Раççейре пурăнакан кашни çын çулталăкра вăтамран 300 килограмм ытла йăлари хытă каяш “туса кăларать”. Франципе Германире пурăнакансен те вăтамран çакăн чухлĕ пухăнать. Чи «хастар каяшçăсем» вара – американецсем, вĕсен çĕр-шыври кашни çын пуçне вăтамран 600 килограмм ытла йăлари хытă каяш пуçтарăнать. Пирĕн чăвашсем те вĕсенчен юлсах каясшăн мар. Енчен те çулталăкра пухăнакан хытă каяша, ăпăр-тапăра тĕп тумасан тата ĕçлесе хатĕрлемесен, пĕтĕмпе пĕр купана хурса пырсан, Европăра чи пысăк ту – Эльбрус çÿллĕш сăрт-ту пулса кайнă пулĕччĕ. Çавăнпа ку ыйтăва татса парассипе ырана хăварса пымасăр çине тăрса ĕçлени кирлĕ.
Раççейре хальлĕхе йăлари хытă каяшсене вырнаçтарассипе лару-тăру йывăр. 3 процентне çеç промышленноç меслечĕпе ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Çĕршывĕпе пĕтĕмĕшле илсен, хатĕрлемен тата контроллесе тăман çÿп-çап вырăнĕсене "свалкăсене" коммуналлă каяшсен 97 процентне таран тăкаççĕ.
Çÿп-çапăнне 2 процентне ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Танлаштарма: Германи, ĕçлесе хатĕрлекен индустри лидерĕ, хăйĕн каяшĕсен 70 проценчĕпе çĕнĕрен усă курать.
Тăвайри вăтам шкулти “Çамрăк эколог” кружок членĕсен тĕллевĕ йăлари хытă каяшсен ку чухнехи шăпи тата вĕсене вырнаçтармалли, усă курмалли майсене тĕпчесе пĕлесси пулчĕ. Мĕншĕн тесен çамрăксенчен ыйтса пĕлни вĕсене каяш, çÿп-çап ыйтăвĕ пăшăрхантарсах кайманни палăрчĕ "ахăртнех, каяшсем – вырăнти самоуправлени органĕсен “пуç ыратăвĕ” кăна".
Проект актуаллăхĕ – йăлари хытă каяшсене вырнаçтармалли проблемăсемпе вĕсен майĕсене тĕпчесе пĕлесси. Тĕнчере, Раççейре, Чăваш Енре, вырăнта ку тĕлĕшпе мĕн тунине тишкересси, проблемăна татса парассине харпăр хăй мĕнле курнине палăртасси.
Тĕпчев меслечĕсем: наука литературине тишкересси, интервью "социологи тĕлĕшĕнчен ыйтса пĕлесси", пуçтарнă даннăйсене йĕркелеме пуçламăш информацие математика меслечĕпе ĕçлесе хатĕрлесси. Паллах, проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăрсемпе сроксене кăтартнă, каяшсене, проблемăсене тарăннăн тишкерме тăрăшнă.
Йăлари хытă каяшсене вырнаçтарасси тата вĕсемпе усă курасси, тепĕр хут ĕçе ярасси пирĕн регионта кăна мар, тĕнчипех питĕ çивĕч тăрать. Чăн та, хăш-пĕр çĕршывсенче ку ыйтупа, маларах кăтартса патăмăр ĕнтĕ, ытларах ĕçлеççĕ, çавăнпа вĕсен хăш-пĕр результатсем те пур. Анчах, ыйту пĕтĕмĕшле çав-çавах çивĕч тăрать. Ку ыйтăва татса пама пирĕн Н.В.Федоров Президент та пысăк витĕм кÿрет. Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн, вырăнти самоуправлени органĕсен 2010 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне производствăра тата йăлара усă курнă каяшсемпе ĕçлемелли программăсем туса хатĕрлесе çирĕплетмелле. Асăннă ыйту Чăваш Республикин Президенчĕ 2010 çул пуçламăшĕнче ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура та тивĕçлĕ пĕлтерĕш илнĕ.
Çакă та паллă: каяшсен ыйтăвне патшалăх программисемпе тата чиновниксем йышăнакан мерăсемпе кăна татса пама йывăр. Çавăнпа пирĕнтен кашниех каяшпа çÿп-çап пирки хамăрăн шухăшсене улăштарни, пурнăç йĕркине çĕнетме тăрăшни кирлĕ: эпир ку ыйтăва кирлĕ пек татса пама мĕн тăватпăр-ха, çак ĕçе мĕнле тÿпе хыватпăр-ха тата мĕн тусан лайăхрах тесе çирĕппĕн шухăшласа илни тата ĕçе пуçăнни кирлĕ.
Каяшсемпе çÿп-çап ыйтăвне татса пама тăрăшса хăш-пĕр сĕнÿсем те туса хатĕрлерĕç шкулти “Çамрăк эколог” кружок членĕсем:
1. Макулатурăна, бутылкăсемпе консерв банкисене чĕр тавар йышăнакан çывăхри пунктсене памалла.
2. Нумай вăхăт усă курма май килекен таварсем туянма тăрăшмалла, пĕр хутчен кăна усă кураканнисене сайра кăна илмелле.
3. Ĕçмелли шыва нумай хутчен усă курмалли бутылкăсемпе туянмалла тата иккĕмĕш хут усă курма юракан пушă тарăна тавăрса памалла.
4. Магазинта япаласем туянма пиртен çĕленĕ сумкăсемпе усă курмалла, вара часах кăларса пăрахма тивекен пластик пакетсем кирлĕ пулмаççĕ.
5. Эмелсене, йăлара усă куракан химие тата ытти хăш-пĕр япалана малашне валли туянса ан хурăр – упранмалли срокĕ тухсан вĕсене кăларса пăрахма тивет.
6. Хăвăршăн кивелнĕ е пĕчĕкленнĕ лайăх япаласене "тумтире, атă-пушмака, сĕтел-пукана, техникăна, теттесене тата ыт.те" кăларса пăрахма ан васкăр. Вĕсене ытти çынсене парăр е çĕнетсе тепĕр хут усă курăр.
7. Апат-çимĕç каяшĕсем пулас тухăç валли компост тума юрăхлă.
8. Çынсене экологи проблеми, каяшсене, çÿп-çапа вырнаçтарасси, вĕсемпе усă курасси мĕнле çивĕч тăнине, типтерлĕ те перекетлĕ пурăнма кирлине ăнлантарса пама тăрăшăр.
9. Экологи акцийĕсене хутшăнса, шкул е ытти учреждени территорийĕнчи, урамсенчи çÿп-çапа, каяшсене, хăвăр подъезда, çăлкуçне тасатассипе хастарлăх кăтартăр.
10. Çÿп-çапа пухма тата сортлама хăнăхăр, ыттисене те çавна тума вĕрентĕр.
11. Каяшсене ĕçлесе хатĕрлесе ĕçе кĕртмелли индустри аталанăвĕнче хăвăрăн вырăна тупма, карьера тума тăрăшăр.
Урамра е ытти вырăнта хут таткине ăçта килнĕ унта пăрахма ан хăтланăр, çывăхри урнăна пăрахăр, ыттисене те çапла тума сĕнĕр. Пушă кĕленче савăтсене те ан ватăр, урнăсен е контейнерсен çывăхне лартăр – кама кирлĕ, илсе кайĕ.
Вăрманта е ытти çĕрте каннă чухне те хăвăрпа пынă савăт-сапана каялла пĕрле илĕр.
Дачăри е пахчари çÿп-çапа компост тунă çĕрте усă курăр. Ăна валли пурте каять – апат-çимĕç юлашкисем те, хут таврашĕ те, курăк та, ÿсен-тăран юлашкисем те, çулçăсемпе авăрсем те.
Сахал мар çĕрте каяшсене, çÿп-çапа урамсене, çырмасемпе вĕсен пуçĕсене тăкаççĕ. Республикăра хальхи вăхăтра хытă каяшсен 5 полигонĕ кăна. Вăл шутран пĕри – Тăвай районĕнче. Çавăн пекех хăш-пĕр районсенче вăхăтлăха тăкма ирĕк панă çÿп-çап вырăнĕсем пур.
Шупашкар хулинчи “НПК Меркурий” ОООра ртутьлĕ лампăсене демеркуризаци тăваççĕ, çак ĕçĕн хăрушсăр технологийĕпе усă кураççĕ. Усă курнă ртутьлĕ лампăсене унта предприятисемпе организацисен, учрежденисен çитерсе памалла.
“Ютон” ОООра производствăпа потреблени каяшĕсене "полимерлă каяшсем, макулатура, кантăк ванчăкĕсем", “Экология” НПра промышленноçри, строительствăри, медицинăри тата ытти каяшсене ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Малашне каяшсене ĕçлесе хатĕрлекен, вĕсене çĕнĕрен ĕçе кĕртме май паракан предприятисен хăвачĕ тата хисепĕ ÿссе пырĕ тесе шанас килет. Ку вăл тасалăхпа та, сывлăхпа та, пуласлăхпа та çыхăннă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"