Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуянкассисен дублĕ

20 апреля 2010 г.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ те ачасем каникулта пулнă вăхăтра шкулсенче ĕçлекенсем хушшинче çуллен волейбол турнирĕ йĕркелет.
Хĕрарăмсем хушшинчи ăмăртусене кăçал 9 команда хутшăнчĕ. Икĕ ушкăна пайланса вылянă хыççăн ушкăнсенчен нăрвашсемпе пуянкассисем тата тушкилсемпе тăрмăшсем мала тухрĕç. Финалта нăрвашсемпе пуянкассисем, 3-мĕш вырăншăн тушкилсемпе тăрмăшсем вылярĕç. Пуянкассисем нăрвашсене 2:1, тушкилсем тăрмăшсене 2:0 шутсемпе парăнтарчĕç.
Иртнĕ çул 3-мĕш вырăн йышăннă пуянкассисем кăçал çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç.
Арçынсем хĕрарăмсем пек тулли командăсемпе выляймарĕç (пĕтерет арçын вĕрентекен сахалли), çавна пула “пляж” волейболĕ выляма тиврĕ. Ку вара вăй-хала чылай пĕтерет (чупса ĕлкĕр-ха площадкипе виççĕнтен!). Вылякансен йышĕ те пĕртте улшăнман. ДЮСШн – В.Захаров, Н.Давыдов, В.Кузнецов, Пуянкасси шкулĕн – С.Кириллов, О.Гурьев, П.Романов. Финалта, иртнĕ çулхи пекех, ДЮСШ тата Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн командисем тĕл пулчĕç. Пĕрремĕш партие тренерсем выляса илчĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче ăнăçу шкул команди енче пулчĕ. Тушкилсем иртнĕ çулхи çухатушăн йăнтăрчăсенчен 2:0 шутпа реванш илчĕç, 3-мĕш вырăна тухрĕç. Çапла вара Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче ĕçлекен хĕрарăмсемпе арçынсем дубль турĕç, икĕ кубок çĕнсе илчĕç. Мала тухнă командăсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика