Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анастасия Михайлова – иккĕмĕш вырăнта

30 апреля 2010 г.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă шкул ачисен патриотла сăввисен республикăри конкурсĕнче Тăвайри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Анастасия Михайлова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Конкурса 40 ача хутшăннă.
Хăшĕ-пĕрисем сăвă вулама чăваш, салтак, кадет тумĕсемпе тухрĕç. Пĕр арçын ача вара палăк муляжĕпе тата чечек çыххипе тухрĕ. Кашниех хăйĕн сăввине чунтан-чĕререн, пĕтĕм ăсталăхне пухса каларĕ. Залра ларакансенчен нумайăшĕ, жюри членĕсем те, куççулĕсене шăлсах тăчĕç. Мĕншĕн тесен вăрçă çулĕсенчи йывăр вăхăта, тертлĕ те, нушаллă пурнăçа, тăванĕсене çухатнине туйса çырнă-çке çав сăвăсене. Фронтра вилĕме куçран пăхнă.
Вăхăт çур ĕмĕр ытла иртнĕ пулин те туйăм çав-çавах çивĕч, тепĕр чухне пыра темскер çитсе капланать. Çухату çав тери пысăк пулнă-çке! Сăвă авторĕсем вара куççулĕ кăлармасăр, чăн-чăн патриот евĕр, çирĕп туйăмпа вуларĕç. Паллах, сăвă шăрçаланă чух куççулĕсĕр пулман ĕнтĕ. Патриот пуласси пĕр кунри пулăм мар. Патриотăн чунĕ çав туйăмпа пиçĕхет, туптанать.
Кĕçĕнреххисен ушкăнĕнче (5–8 классем) Кристина Лисицинăна (Канаш районĕ) жюри пĕрремĕш вырăн парса чысларĕ. Эпĕ вара Кристинăна чи пысăк парне – “Гран-при” патăм. Аслăраххисем (9–11 классем) хушшинче пĕрремĕш вырăна Олеся Симонова (Çĕнĕ Шупашкар) çĕнсе илчĕ.
Анастасия Михайлова (Тăвайри вăтам шкул) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Настя районта икĕ çул умлă-хыçлă “Гран-при” çĕнсе илнĕччĕ.
Çĕнтерÿçĕсем валли эпир малтан ултă вырăн палăртнăччĕ. Лайăх сăвăсем нумаййине кура вырăнсен хисепне вунна çитертĕмĕр. Лайăх сăвăсем юнашарах, уйăрса хăварма кăмăл та, хăюлăх та çитеймерĕ.
Çĕнтерÿçĕсене ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе республикăри ветерансен совечĕ пĕрле хатĕрленĕ дипломсене çак советăн председателĕ А.Ф. Филиппов пачĕ. Ыттисене вара шкул тулашĕнчи ĕçсен “Эткер” центрĕ свидетельствăсем парса хавхалантарчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика