Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумĕ чăннипех пысăк

30 апреля 2010 г.

Эпир 4-мĕш класра вĕренетпĕр. Пирĕн учительница – Раиса Александровна Иванова. 29 çул вăй хурать вăл Тĕмер шкулĕнче. Ырă кăмăллă, тарават, хитре, ăслă, сăпайлă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Пире вулама, çырма, шутлама вĕрентнипе пĕрлех хамăра йĕркеллĕ тытма, тирпейлĕ çÿреме, çут çанталăка юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарать, вут-кăварпа айкашмалла марри, çул çинче тата шывра асăрхануллă пулмалли çинчен те аса илтерсех тăрать.
Уроксем хыççăн Раиса Александровна тĕрлĕрен вăйăсем, экскурсисем, походсем йĕркелет. Тăвайри халăх музейĕнче те, Н.Афанасьев палăкĕ умĕнче те, Канаш хулинчи “Локомотив” спорткомплексра та тата ытти паллă вырăнсенче пулса курнă эпир. Анне-аттесем те пирĕн шкулти ĕçсемпе кăсăклансах тăраççĕ. “Атте, анне тата эпĕ”, “Супер мама”, “Анне – пирĕн телей” конкурссене хаваспах хутшăнаççĕ.
Р.Иванова вĕрентекенсем хушшинче ирттерекен конкурссене те активлă хутшăнать. “Чи лайăх учитель”, “Чи лайăх класс ертÿçи”, ку чухнехи çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттернĕ уçă уроксем, проектсем, программăсем çырассипе ирттернĕ конкурссенче тăтăшах малти вырăнсем йышăнать. Пирĕн класс ертÿçи Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Грантне çĕнсе илме пултарнă.
Вĕренекенĕсем те хăй пекех маттур пулччăр тесе ырми-канми тăрăшать. Тĕпчев ĕçĕсем, компьютерпа презентацисем тума вĕрентет. Çитĕнÿсем те пур. “Манăн анне” презентаци туса эпир республика шайĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр.
Раиса Александровнан сумĕ чăннипех те пысăк. Эпир ăна хисеплетпĕр, юрататпăр. Ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика