30 апреля 2010 г.
Чăвашсем пин çул каялла хăйсен чĕлхипе калаçнă, ăна ĕмĕртен ĕмĕре, сыпăкран сыпăка халалласа пынă, куç пек упрама тăрăшнă.
Кашни çул ака уйăхĕнче Тăвайри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет. Кăçал та тăван чĕлхе уявне вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç.
8 “а” классем “Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ” ятлă стена хаçачĕ кăларчĕç. И.Я.Яковлевăн пурнăçне çутатса панă унта. 9 “г” класс ачисем информинуткăра аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне аса илчĕç.
Чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче, шкул библиотекинче чăваш халăхне çутта кăларакан çинчен “Чăваш Улăпĕ” ятлă кĕнеке выставки йĕркеленĕ.
Пиллĕкĕмĕш, улттăмĕш, çиччĕмĕшсен И.Яковлевăн “Ача-пăча калавĕсем” кĕнекери хайлавсене тĕпе хурса хатĕрленĕ ÿкерчĕксен куравне пăхма кăсăклă. “И.Я.Яковлева пĕлетĕр-и.“ литература викторининче А.Федорова (8”а”), М.Васильева (8 “б”), А.Александров (8 “г”) чи маттурисем пулчĕç.
Шупашкартан килнĕ хăнасем те пулчĕç эрнере. З.И.Воронова тĕрĕçĕ йĕркеленĕ “ХХI ĕмĕрти чăваш тумĕ” курав ачасене чăннипех те тыткăнларĕ.
“Упрар, савар чĕлхемĕре” литературăпа музыка композицийĕшĕн 6 классем яваплă пулчĕç. Уява 10 “б” класра вĕренекен Настя Михайловăпа Женя Ананьев ăста ертсе пычĕç. Тăван чĕлхе илемĕпе пуянлăхĕ çинчен хайланă сăвăсемпе пĕрле чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ, ташши тыткăнларĕ.
Уява В.И.Давыдов–Анатрин сăвă йĕркисемпе пĕтĕмлетрĕç:
Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Сана манмастпăр ĕмĕрне.
Çухатас çук атте-аннемĕр
Пире пилленĕ чĕлхене.
Чăваш чĕлхи эрнинче эпир нумай çĕнни пĕлтĕмĕр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"