30 апреля 2010 г.
Вăрман çĕр çинчи пĕтĕм пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та çуркунне тата кĕркунне иртекен Йывăç кунĕ пирĕн йăлана кĕнине ырламалла. “Ыран вăрмана йывăç лартма каймалла”, – текен хыпара Тĕмер шкулĕнче 9 “б” класра вĕренекенсем хавхаланса йышăнчĕç. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче вĕсем канаш лесничествин мастерĕ В.Артемьев ертсе пынипе Кармал вăрманĕнчи 1 гектар лаптăка 5000 тĕп çăка тата юман лартрĕç. 2 çулхи калчасене Сăхăтпуç питомникĕнчен илсе килнĕ.
Кармал тата Вăтаяль ачисем кал-кал та тĕплĕ ĕçлеме тăрăшрĕç, ĕçе хăвăртах вĕçлерĕç. Ачасене мĕн кăна канăç памасть, мастера тĕрлĕ ыйту параççĕ вĕсем. Пирĕн таврара тискер чĕр чунсен йышĕ мĕнле, хир сыснисене хĕлле апатласа тăни усă панă-и, пăшисем мăйракисене ÿкернĕ-и, тата ыт.те. Çавăн пекех ачасем килте йывăç лартма шутларĕç. Лесничествăпа килĕшсе ĕçлени, ачасене вăрман лартса ÿстернĕ çĕре хутшăнтарни вĕсене кăмăл-сипет тата экологи воспитанийĕ парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртас килет манăн.
В.Артемьев мастер ачасене хастар ĕçшĕн тав турĕ, малашне те килĕштерсе ĕçлессе шанса тăнине пĕлтерчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"