25 мая 2010 г.
Ачан шкула кайма çул çитет. Анчах вĕренме пуçличченех вулама, çырма, шутлама пĕлмеллине пĕлтермест ку. Çаксене ăна шкулта вĕрентĕç, çав вăхăтрах ăна психологи тĕлĕшĕнчен пурне те вĕренме хатĕрлемелле. Юлашки çулсенче ку çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Вĕт ĕлкĕрсе пырайманнин тĕп сăлтавĕ – ача вĕренÿ валли “пиçсе çитменни”, вĕренĕвĕн кăткăс процесне хутшăнма хатĕр пулманни. Кайран, шкула çÿреме пуçласан, йывăрлăхсем тÿсес мар тесен, ача кăмăл-туйăмне, психологи тĕлĕшĕнчен шкулта вĕренме хатĕррипе хатĕр маррине малтанах пĕлсе тăмалла, ăна çав вăхăта хатĕрлесе çитермелле. Ахальтен мар Тăвайри тĕп больницăра врачсем, педагог-психолог, логопед шкул çулне çитнĕ ачасен сывлăхне çуллен тĕрĕслеççĕ. 2007 çулта 97 ача сывлăхне тĕпченĕ, вĕсен 14, 4 проценчĕ валли коррекци занятийĕсем кирлине палăртнă. 2008 çулта тĕрĕсленĕ 145 ачаран 19, 3, 2009 çулта 142 ачаран 14, 8 проценчĕн коррекци занятийĕсене çÿремелле пулнă.
Ачан хатĕрленÿ шайĕ ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет (вулама-çырма е шутлама вĕрентнинчен мар, çав ĕçсене тума хатĕрленнинчен). Ача шкула кăмăлтан çÿресен, вĕрентÿ процесĕ вăхăтĕнче вăл вулама та, çырма та, шутлама та хăех вĕренĕ. Ăна шкулта интереслĕ пулĕ.
Пĕрремĕш класа çÿрес умĕн ачан çак япаласене пĕлмелле:
пĕрререн вунна çити тата вуннăран каялла пĕррене çити шутлама;
хăш число хыççăн тата умĕн мĕнле число тăнине;
япала формине уйăрма (çавра, тăваткăл, виçкĕтеслĕх т.ыт.те);
танлаштарма (нумай-сахал, сарлакарах е ансăр, çÿллĕрех е лутрарах т.ыт.те);
хăйĕн ятне, миçе çултине, ăçта пурăннине, çемьери ытти çынсен ячĕсене;
эрнери кун ячĕсене, талăк пайĕсене (ир, каç, кăнтăрла), çулталăк вăхăтне уйăрма;
шухăша пĕтĕмлетме, тавралăхра тавçăрма т.ыт.те.
Унра шкула мĕншĕн çÿремеллин сăлтавĕ, шкул ачин тивĕçĕ вăрантăр. Вăл тантăшĕсемпе хутшăнма, учитель ыйтнине пурнăçлама, хăйĕн тыткаларăшне контроллеме пĕлтĕр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"