Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Композиторсемпе тĕл пулу

25 мая 2010 г.

“Ачасемпе яшсен творчество аталану центрĕ” муниципалитетăн хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕн музыка уйрăмĕнче паллă чăваш композиторĕпе, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕпе Юрий Григорьевпа, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Раиса Сарпи поэтессăпа тĕл пулу иртрĕ. Вĕсем музыкăна юратакан ачасене хăйсен произведенийĕсемпе, творчество ĕçĕсемпе, малашлăх плансемпе паллаштарчĕç. Çамрăксем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи искусствăсен факультетĕнчи вĕренÿпе кăсăкланчĕç. Çак интересленÿ ахальтен мар, мĕншĕн тесен кунта вĕренме çÿрекенсенчен хăш-пĕрисем хăйсен малашлăхне искусствăпа çыхăнтарасшăн. Акă, Тăрмăшра çуралса ÿснĕ Юрий Григорьев композитор та хăй вăхăтĕнче Тăвайри музыка шкулне (баянистсен курсне) çÿренĕ. 8 класс пĕтеричченех нота çырăвне вĕренсе çитнĕ. Тăрăшсах пĕлÿ пухма сунчĕ ачасене Юрий Павлович.
Тĕл пулура университетра вĕренекенсемпе преподавательсем те пулчĕç: В.Захаровапа Е.Кондратьева, Ю.Сергеевпа А.Батюкова. Палăртма кăмăллă, искусство факультетĕнче ĕçлекен Елена Кондратьева – Çĕнĕ Пуянкассинчен, Вика Захарова студентка – Тушкилтен. Хамăр ентешсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатпăр. Хăнасен концертне киленсе пăхса ларчĕç, Шупашкар артисчĕсенчен уйрăласшăн та пулмарĕç ачасем, автографсем илчĕç, пĕрле сăн ÿкерттерчĕç. Çакăн пек ĕçлĕ тĕл пулусем çамрăк музыкантсен пĕлĕвне, ăс-хакăлне анлăлатма, ăсталăха, вĕренес туртăма ÿстерме пулăшаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика