25 мая 2010 г.
Кăçалхи нарăсăн 12-15-мĕшĕсенче халăхсен хушшинчи “Ылтăн руно” вăйă-конкурса Чутей шкулĕнчен 21 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен улттăшĕ малтисен йышĕнче пулчĕ.
Татьяна Михайлова "11 класс" 180 балл пухса Раççей шайĕнче пĕрремĕш, дипломант пулса тăчĕ. Регионти конкурсра 5 класра вĕренекен Мария Михайлова çĕнтерчĕ. Сергей Яклашкин (8 кл.), Дмитрий Матвеев, Артур Филимонов (11 кл.), Елена Яклашкина (10 кл.) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕ хĕрача пирки пĕр-ик сăмах. Таня пур предметпа та “4” тата “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Çулсерен олимпиадăсене хутшăнать. Кăçал технологипе виççĕмĕш, чăваш чĕлхипе иккĕмĕш пулчĕ.
Часах вĕренÿ çулĕ вĕçленет, пурне те экзаменсенче ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"