Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлана кĕнĕ ăмăрту

25 мая 2010 г.

Йăлана кĕнĕ ăмăрту

Çулсерен çу уйăхĕнче Йăнтăрчăри вăтам шкулта Афганистан вăрçинче пуç хунă, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне Леонид Тимофеева асăнса çăмăл атлетсен ăмăртăвне йĕркелеççĕ. Кăçалхи кроса Çĕнĕ Пуянкассипе Эльпуç шкулĕсенчен хутшăнчĕç.
Ăмăрту пуçланас умĕн Раççей гимнĕ янăрарĕ, Патшалăх ялавне пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем – Марина Германовапа Сергей Федоров (Йăнтăрчă шкулĕ) – çĕклерĕç.
Шкул директорĕ В.И. Егоров спортсменсене саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Ăмăртăва физкультура учителĕ Н.П.Степанов, райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ О.А.Ломоносов ертсе пычĕç.
Старта чи малтан 4–5 классенчи хĕрачасем тухрĕç. 700 метрлă дистанцие Татьяна Петрушкова (5 кл.) чи малтан чупса тухрĕ. Арçын ачасем хушшинче те çав класри Николай Емельянов чи маттурри пулчĕ. Пĕрремĕш класс арçын ачисем те чупăва тухрĕç, аслисенчен юласшăн пулмарĕç.
6–7, 8–9, 10–11 классем хушшинче малти вырăнсене çаксем йышăнчĕç: Денис Воробьевпа (Йăнтăрчă) Ирина Иванова (Эльпуç); Снежанна Владимировапа (Йăнтăрчă) Станислав Иванов (Çĕнĕ Пуянкасси); Марина Германовапа (Йăнтăрчă), Николай Иванов (Çĕнĕ Пуянкасси).
Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе дипломсем парса чысларĕç. Пылак çимĕçсемпе вара Шупашкарти “Акконд” общество савăнтарчĕ.
Спорт уявĕ пурне те килĕшрĕ. Çак ырă йăлана малалла та тăсмалла, ăмăртăва ытти шкулсене те явăçтармалла, терĕç.
“Новый путь”, “Шимкусский” ял хуçалăх производство кооперативĕсене, Йăнтăрчă ял администрацине, уйрăм предпринимательсене, ”Акконд” обществăна, “Единая Россия” политика партийĕн вырăнти уйрăмне ăмăрту ирттерме пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика