25 мая 2010 г.
Пĕчĕк ачасене çул-йĕр правилисене садикренех вĕрентме тăрăшатпăр. Çак кунсенче Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ ача садĕнче çул-йĕр куçăмне халалланă “Ырă çул пултăр!” ятлă уяв ирттертĕмĕр. Ăна музыка ертÿçипе В.Н.Константинова воспитатель театрализацилесе йĕркелерĕç.
Ачасем патне хăнана Лесовичок (В.С.Ермолаева воспитатель) килнĕ. Шăпăрлансем ăна çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе тĕрлĕ енĕпе паллаштарчĕç: сăвăсем каласа, юрласа, ташласа, вăйăсем выляса.
“Çулсем çинчи хăрушсăрлăх правилисене кашнин пĕлмелле” ятлă ÿкерчĕксен, ал ĕçĕсен куравĕсемпе кăсăкланчĕç уявра. Ăна туллин хатĕрлеме аслисем те хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче – К.Владимирован, К.Михайлован, К.Порфирьеван, Ю.Сидорован, Д.Ивановăн, Л.Афанасьеван, Л.Иванован, И.Масленниковăн, К.Федорован, Г.Васильевăн, К.Никонован, А.Алексеевăн, Д.Федоровăн, Е.Егоровăн, К.Федорован тата ытти ачасен ашшĕсемпе амăшĕсем.
–Çакăн пек кăтартуллă занятисем ирттернин усси пысăк. Вĕсем ачасен тимлĕхне, ăнланулăхне ÿстереççĕ, – терĕç вĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"