01 июня 2010 г.
Çу уйăхĕн вĕçĕнче Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче “Сывă пултăр спорт” ятлă уяв иртрĕ. Ачасем юрласа-ташласа савăннисĕр пуçне тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче, вăйăсенче вăй-хала тĕрĕслерĕç. Пĕчченшерĕн те, командăсемпе те тупăшрĕç. Вĕсене йĕркелеме уяв хăнисем – Бимпа Бом клоунсем (В.Ермолаевапа В.Константинова воспитательсем) пулăшрĕç.
Пирĕн пурнăçра чи хаклă пуянлăх – сывлăх. Тĕреклĕ те вăйлă çын чирлемест. Çирĕп вăй-халлă пулас тесен вара физкультурăпа, спортпа туслă пулмалла, организма пиçĕхтермелле. Пĕчĕкскерсемпе тăтăшах çакăн пирки калаçусем ирттереççĕ ача садĕнче ĕçлекенсем. Т.Шакина воспитательпе О.Уткина музыкант ертсе пынипе ачасем скакалкăпа сикрĕç, кăшăлпа çаврăнчĕç, мечĕкпе вылярĕç. Пурте пĕтĕм вăйне хурса, тулли кăмăлтан хутшăнчĕç ăмăртусене.
Источник: "Ял ĕçченĕ"