Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулти агитбригада

01 июня 2010 г.

Кашни çыннăн чи пысăк тупра – сывлăх. Сывлăхлă пуласси çын хăй пурнăçне ачаран мĕнле йĕркелесе пынинчен нумай килет.
Эльпуçĕнчи вăтам шкулта çитĕнекен ăрăва сывлăха упрама, сиенлĕ йăла-йĕркесенчен асăрханма хăнăхтарса пыраççĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме тăрăшаççĕ.
Пирĕн шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсем пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Класс ертÿçипе Фаина Александровна Колоколовапа ачасем пур ĕçе те хастар хутшăнаççĕ. Кăçал агитбригада та йĕркелерĕç. Киревсĕр йăласенчен хăтăлма чĕнсе каласа халăх умĕнче тăтăшах пулаççĕ вĕсем. Кашни çыннăнах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла. Çакна темшĕн пурте ăнлансах каймасть е пĕлсе çитереймест. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни çын ĕмĕрне вăрăмлатать. Халăха ăнлантармалла çакăн çинчен. Çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлеççĕ çамрăк волонтерсем.
Шкулти ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче сăмах сигарет сиенĕ пирки пулчĕ. Вĕренекенсем сигарета айăпласа суд турĕç. Чăн-чăн артистсем пек тытрĕç улттăмĕшсем хăйсене. Уйрăмах Настя Семенова, Инесса Петрова, Владислав Воеводов, Роман Андреев, Анатолий Гаврилов, Анжела Никифорова, Люда Николаева, Марина Павлова, Андрей Максимов палăрчĕç.
Çак программăпах вĕренекенсем Çĕнçырмари пуçламăш шкулта пулчĕç. Пĕчĕккисене сывлăх пирки ăнлантарчĕç, ăна упрассипе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене аса илтерчĕç. Хамăра çул çинче тытмалли хăрушсăрлăх правилисене те тепĕр хут пăхса тухрĕç пĕчĕкскерсемпе. Çак класра вĕренекенсемех районта иртнĕ “Хăрушсăрлăх кустăрми” ăмăртăва хутшăннă. Лайăххипе палăрнă, иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă.
Сывă çын тĕрлĕ енлĕ аталанма, тăрăшса вĕренме, ĕçлеме, телейлĕ пулма, савăнса пурăнма пултарать. Çавăнпа та пирĕн сывлăха упрама пĕлмелле. Эрех-сăра, наркотиксемпе усă курни, пирус туртни организмшăн сиенлĕ пулнине çамрăксене пуçламăш класранах ăнлантармалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика