28 мая 2010 г.
“Тушкил – районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Унта хăй вăхăтĕнче ача сачĕ ĕçлетчĕ, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллăччĕ. Пурнăçăн ахăр самани Тушкил ялĕнчи ача садне те пырса тиврĕ, хупăнчĕ. Паянхи кун унта çÿреме ачи те çителĕклĕ ĕнтĕ. Ĕççи вăхăтĕнче пĕчĕккисене никам патĕнче хăварма пĕлместпĕр. Тепĕр хут ĕçлеттерме пуçласчĕ ача садне. Пирĕн “Шимкусский” ял хуçалăхĕ те пулăшма пултарĕ, тен, кунта”, – тесе пăшăрханаççĕ Тушкил ялĕнче пурăнакан çамрăк амăшĕсем.
–Ку ыйтăва татса парассипе ĕçлетпĕр. Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн Тушкилти ача сачĕ кăçал пĕчĕккисене йышăнма пуçлать, – пĕлтерчĕ кĕскен вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров.
Источник: "Ял ĕçченĕ"