28 мая 2010 г.
Çапла ырă сунчĕç Тăвай енри выпускниксене иртнĕ ытларикунхи уявра тухса калаçнисем. Районти пĕ-тĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 10 шкулти 193 хĕрпе каччă юлашки хут итлерĕç шăнкăрав сассине. Тăххăрмĕш класран 237 ача вĕренсе тухать кăçал. Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи пурлăхпа техника базине тата пĕлÿ парассине лайăхлатма пулăшакан проектсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ пирĕн районта. Вĕрентекенсен çулталăкĕ пулнă май педагогика ĕçченĕсен пуçарулăхне палăртма, пĕлÿ паракан харсăр работниксене хавхалантарма район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн “Туртăм” (”Призвание”) ятлă преми туса хунă. Районти чи лайăх 9 вĕрентекене 10-шар пин тенкĕ парса палăртаççĕ.
Эльпуç. “Юлашки шăнкăрав” уявĕнче кăçал район пуçлăхĕ Н.Иванов Эльпуçĕнчи вăтам шкулта пулма кăмăл тунă. Асăннă коллектива Л.Кабакова директор ертсе пырать. 10 хĕрпе каччă вĕренсе тухать кунтан. Лариса Анатольевна выпускниксене 11 класс пĕтернĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, экзаменсене ăнăçлă тытма, умри йывăрлăхсенчен шикленмесĕр малалла утма сунчĕ.
–Паян шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрать. Тунсăхлă та, савăнăçлă та сире. Иртсе каякан ачалăхăн уявĕ ку, пурнăçăн пĕр тапхăрĕпе сывпуллашса илĕртÿллĕ пуласлăхпа тĕл пулни. Малашлăх çулĕ çинче сирĕн яланах телейпе ăнăçу пултăр, хаклă выпускниксем, – тесе саламларĕ Николай Ильич.
Çавăн пекех вăл районти вĕрентÿ системине лайăхлатас енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе, Тăвай енри вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕнче Эльпуçĕнчи вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне тума пуçласси пирки пĕлтерни чи савăнăçлă хыпар пулчĕ уява пухăннисемшĕн.
Тăвай. Район центрĕнчи шкулалла та çÿлерех асăннă кун “2010 çулхи выпускник” тесе çырнă хĕрлĕ лентăллă, пĕчĕк шăнкăравлă çамрăксем çул тытрĕç. Кадет класĕнче вĕренекен арçын ачасем тасалăха çирĕплетекен, шап-шурă тĕслĕ, пакунлă пиншаксемпе, хĕрачасем вара кофтăсем тăхăннă. Хура кĕпепе шурă саппунлă тата бантиклĕ çамрăксене те чылайччен сăнаса тăрас килет. “Тăван шкулăм, эпир санпа сывпуллашатпăр”, – тесе çырса çакнă Тăвайри вăтам шкул умне. Тĕслĕ шарсемпе илемлетнĕ, хаваслă кĕвĕ янăрать. Янкăр тÿпери сарă хĕвелĕ выпускниксене ачашшăн çупăрланăн туйăнать, ăшă çилĕ вара вĕсен малашлăхĕ кăсăклă пуласса систерет.
Л.Майрасловапа Н.Афонина вĕренекенсем шăп 12 сехетре ăшă сăмахсем каласа уçрĕç уява.
Унтан шкул директорĕн ĕçĕсене туса пыракан С.Николаева сăмах илчĕ. Светлана Владиславовна выпускниксене, ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, чĕннĕ хăнасене ăшшăн саламларĕ, коллектив ĕçĕ-хĕлĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. “Ултавсăр, тĕрĕс ĕçпе тунă çул – чи шанчăкли. Чи çирĕп тĕрек – сирĕн пĕлĕвĕр”, – пĕлтерчĕ вăл калаçăвне вĕçлесе пынă май.
Чи маттур та пултаруллисене, 11 класра лайăх вĕреннисене “Ылтăн шăнкăрав” парса чысласси йăлана кĕнĕ кунта. Ырă сăмаха тивĕçнĕ çамрăксен списокĕ вĕçленессĕн туйăнмарĕ. Шкул директорĕн çумĕ Н.Михайлова шăнкăравĕсене çакса пулăшрĕ.
Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров тухрĕ трибуна умне.
–Тăвайри вăтам шкултан кăçал 62 хĕрпе каччă вĕренсе тухать. Пĕрре кăна мар республикăри тĕрлĕ тупăшусемпе олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕç хăш-пĕрисем. Тавах вĕсене çакăншăн. Районти чи çĕнĕ, чаплă, Раççей грантне тивĕçлĕ пулнă шкулта пĕлÿ илни сире кирек ăçта та хавхалантарса тăтăр, хаклă выпускниксем. Хăвăр çуралнă вырăнсен чысне яланах çÿлте тытăр, – çапла ырă сунчĕ Владимир Яковлевич. Вăл республикăри, Раççейри олимпиадăсенче мала тухнă вĕренекенсене Хисеп грамотисем пачĕ.
Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕн А.Ломоносовăн, шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕн Е.Автинăн, педагогика ĕçĕн ветеранĕн А.Шишован, Л.Никитина пĕрремĕш вĕрентекенĕн, 11 класс ертÿçин Л.Козлован, выпускник амăшĕн Л.Михайлован, пĕрремĕшпе вуннăмĕш классенче вĕренекенсен çепĕç сăмахĕсем хыççăн чылайччен алă çупрĕç пухăннисем. Кристинăпа Карина Автинасем юрăпа саламларĕç. “Тавтапуç”, – терĕç вунпĕрмĕшсем кашни тухса калаçакан хыççăн.
Унтан выпускниксен виçĕ класĕ те вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне, шкула, вĕрентÿ пайĕпе район администрацине тав туса сăвăсем каларĕç, юрларĕç.
Е.Красновапа А.Григорьев (1 “а” кл.), В.Хвостовпа А.Михайлов (11 кл.) юлашки шăнкăрав панă хыççăн пурте çутă ĕмĕтсемпе саланчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"