04 июня 2010 г.
Кашни çулах, 1990 çултан пуçласа кăçалчченех Тăвайри вăтам шкулти çул-йĕр куçăмĕн çамрăк инспекторĕсем (ЮИД) пĕр улшăнмасăр районти “Хăрушлăхсăр кустăрма” слет çĕнтерÿçисем пулса тăраççĕ, виçĕ хутчен çул-йĕр куçăмĕн çамрăк инспекторĕсен республикăри слетĕнче çĕнтернĕ тата 14 хутчен призерсен шутне кĕнĕ. Эдуард Буинцевпа Алексей Александровран, Татьяна Чайкинапа, Наталья Ивановаран тăракан команда Чулхулари тата Дон–çинчи–Ростов хуласенче иртнĕ Раççейри ăмăртусен призерĕ пулнă.
Тĕрлĕ çулсенче Арнольд Гурьева, Андрей Егорова, Сергей Федотова, Степан Салмина, Сергей Петрова, Олеся Михайлована, Кира Димитриевана Чăваш Республикинчи чи лайăх çамрăк инспекторсем тесе йышăннă, вĕсене Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин Министерстви çамрăксемпе ачасен “Артек” центрне тата Пĕтĕм Раççейри сывлăха лайăхлатмалли “Орленок” лагере кайма путевкăсем парса чысланă.
Çул-йĕр куçăмĕн çамрăк инспекторĕсен юхăмне аталантарса яма тата командăсене тĕрлĕ шайри ăмăртусене хатĕрлеме Ю.В.Михайлов учитель, районта тĕрлĕ çулсенче ГАИ–ГИБДД начальникĕсем пулса ĕçленĕ Г.И. Антипов, В.Н.Обаськин, В.В.Федоров, Ю.А.Николаев тата районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ А.В.Герасимов сахал мар вăй-халпа пĕлÿ, тÿпе хывнă.
Çул-йĕр куçăмĕн çамрăк инспекторĕсен республикăри кăçалхи “Хăрушлăхсăр кустăрма” слечĕ спортпа сывлăха лайăхлатакан “Росинка” лагерьте иртнĕ. Унта Тăвайри вăтам шкул команди (унăн составĕнче – Владимир Николаев, Павел Сергеев, Екатерина Кольцова, Анна Игнатьева) 27 команда хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă, çав ятпа, командăна тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор парса хавхалантарнă. Командăна çул-йĕр куçăмĕн çамрăк инспекторĕсен ертÿçи Н.В.Михайлова хатĕрленĕ, ку тĕлĕшпе шкулти медицина сестри А.Г.Сергеева тата ГИБДДн районти уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ А.В.Герасимов та тăрăшнă. Паллах, асăннă çитĕнÿре ашшĕ-амăшĕн тÿпи те çук мар.
Паянхи çамрăк инспекторсем малашнехи пурнăçра пысăк квалификациллĕ специалистсем кăна мар, çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕсем, пуçаруллă та творчествăлла шухăшлама пултаракан çынсем пулса çитĕнессе шанас килет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"