11 июня 2010 г.
Çĕнĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа, спорт уявĕ тата линейка пулчĕ.
Ачасем нумай енлĕ кĕрешÿре ăмăртрĕç. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн И.Игнатьевапа В.Максимов (4 кл.), А.Степановпа К.Петрова (7 кл.), А.Сучкова (8 кл.), Е.Петров (9 кл.) çĕнтерни çирĕпленчĕ.
Дартс ăмăртăвĕнче малти вырăнсене Л.Николаева (7 кл.), С.Емельянов (6 кл.) тухрĕç. Вĕсем шоколадсене тивĕçлĕ пулчĕç.
Линейкăра кăçалхи вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртса хăварчĕç. Олимпиадăсемпе тĕрлĕрен конкурссенче палăрнисен йышĕ ÿсрĕ. Районти шкул ачисен спартакиадинче пуянкассисем 2-мĕш картлашка çине хăпарчĕç. А.Максимовапа (8 кл.) О.Кириллова (11 кл.) Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçлĕ пулчĕç.
Шкул чысне çĕклеме тÿпе хывнă ачасене, учительсене шкул директорĕ тав турĕ, вĕсенчен пĕр ушкăнне Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх “Пирĕн рекордсем” конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чемпионсен хĕрлĕ хăйăвĕсемпе тата Дипломсемпе палăртрĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ку конкурс икĕ ÿсĕмре, 6 номинацире иртрĕ.
Чемпионсен ятне 2–4 класс ачисем хушшинче К.Петрова, И.Игнатьева, В.Максимов, Я.Данилов, А.Петрова (пурте 4 кл.), Н.Пикусов (2 кл.), 5–11 классенче пĕлÿ илнисенчен – К.Федотовапа П.Васильев (7 кл.), Н.Владимирова (6 кл.), А.Максимова, С.Игнатьев (8 кл.) çĕнсе илчĕç.
Юлашкинчен “Çулталăк класĕ” конкурсăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсене кăçал 4-мĕшпе 7-мĕш классем тивĕçлĕ пулчĕç (руководителĕсем – С.М.Николаевапа А.Н.Федотова). Çĕнтерÿçĕсене Александр Анастасьев предприниматель Хисеп грамотисемпе укçан преми парса чысларĕ. Владимир Анастасьев вара спортзалри чÿречесене хÿтĕлеме сетка парнелерĕ. Спонсорсене чĕререн тав тăватпăр.
Хальхи вăхăтра ачасем шкул çумĕнче ĕçлекен лагере çÿреççĕ. Лайăх вĕреннĕ хыççăн канма та кăмăллă ĕнтĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"