04 июня 2010 г.
Эпĕ пурăнакан тавралăх тĕлĕнмелле хитре. Ял çумĕнчи вĕçĕ-хĕррисĕр вăрманĕ илемĕпе чуна савăнтарать. Пирĕнтен инçех те мар ахах-мерчен пек Эль кÿлли сарăлса выртать. Ахальтен мар ăна республикăри çут çанталăк палăкĕсен шутне кĕртнĕ. Шăрăх çу кунĕсенче пирĕншĕн вăл чăн-чăн телей. Сип-симĕс ешерекен, тулăх çырмасенче çулла ĕне выльăх кĕтÿ çÿрет. Чăваш çĕрĕн çакăн пек асамлă вырăнĕнче кун çути курнăшăн савăнса та мухтанса çыратăп çак йĕркесене.
Хамăн пĕрремĕш учителĕме Нина Ивановна Никифорована чи ырă та ăшă сăмахсемпе аса илетĕп. Çырма–вулама хăнăхтарнисĕр пуçне вăл тăван ене юратма, çĕр ĕçне çывăх пулма вĕрентрĕ. Учитель сăмахĕ çав тери витĕмлĕччĕ. Нина Ивановна хамăр тăрăхри паллă вырăнсем, çĕр ĕçченĕсем çинчен каласа панине итлеме юрататтăм. Уроксем вĕçленсен вара тавралăх илемĕпе киленсе киле утаттăм. Пушă вăхăтра уй-хирсенче, кÿлĕсен çывăхĕнче, вăрманта уçăлса çÿреме халĕ те кăмăллатăп.
Пирĕнпе, çамрăксемпе, çума-çумăн пысăк пĕлÿллĕ, тарăн тавракурăмлă, пире вăхăтра ăнланса, сĕнÿсем парса хавхалантарма пултаракан учительсем пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсене пурнăç çулĕ çине тăма та вĕсем нумай пулăшаççĕ. Эльпуç шкулĕнчи учительсем эпир çĕршыва юрăхлă, кирлĕ çынсем пулса ÿсчĕр тесе нумай тăрăшаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"