06 июля 2010 г.
Вĕренÿ çулне вĕçленĕ май, юратнă шкулпа сыв пуллашмарĕç ачасем, канма кунтах килчĕç. Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта икĕ лагерь йĕркелерĕç. Малтанах 21 кун нумай вăхăт пек туйăнчĕ вĕсемшĕн. Анчах план тăрăх йĕркеленĕ лагерь пурнăçĕ иртсе те кайрĕ. Сывпуллашу кунĕ те çитрĕ. Кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне шурă хут çине çырса кăтартрĕ. Сывлăха çирĕплетмелли “Лучик” лагерь, ачасем пĕлтернĕ тăрăх, пурне те питĕ килĕшнĕ. Тепĕр çулне татах та килме кăмăл пурри çинчен пĕлтереççĕ.
Александра Тимошкина: “Лагерьте питĕ килĕшрĕ. Пирĕн сывлăха çирĕплетес, кану вăхăтне илемлĕрех те пуянрах тăвас тесе лагерь пуçлăхĕ Н.В.Большова, С.Л.Шашкова, В.В.Мюресова аслă вожатăйсем нумай вăй хучĕç. Н.Н.Кузнецова, М.Н.Роштова поварсем тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерсе çитерчĕç, кулленех улма-çырлапа пылак çимĕçсем парса савăнтарчĕç”.
Алиса Романова: “Вăхăта савăнăçлă ирттертĕмĕр. Тунсăхлама пĕр вăхăт та пулмарĕ. Кашни кунах вожатăйсем çĕнĕ вăйăсем вĕрентрĕç, ăмăртусем, конкурссем, викторинăсем ирттерчĕç, пирĕн тавракурăма ÿстерес тесе тăрăшрĕç. Лагерьте ачасем хушшинчи туслăх çирĕпленсех пычĕ. Пĕрремĕш кунах икĕ звено çине пайлантăмăр, “Пчелки” тата “Бабочки” ушкăнсем хушшинче хĕрÿ ăмăрту пычĕ.
Раççей кунне ирттертĕмĕр. Вожатăйсем хатĕрленĕ сценари тăрăх Раççейĕн историйĕпе, символĕсемпе паллашрăмăр. Тăван çĕр-шыв çинчен калакан сăвă-юрă шăрантартăмăр. “Последний герой” вăйă та асра юлчĕ. 21 ача хушшинче çĕнтерме пултартăм эпĕ. Уншăн питĕ хĕпĕртерĕм”.
Диана Большова: “...Кашни кунах лагере çĕкленÿллĕ кăмăлпа çÿрерĕмĕр. Вожатăйсене питĕ килĕштертĕмĕр. Пире вĕсем кашни кунах ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Малтанхи кунсенче девиз, речевкăсем, лагерь юррисем вĕрентĕмĕр. Кашни ир линейка, зарядка турăмăр, чăваш халăх вăййисене вылярăмăр.
Сăра–эрех, пирус, наркотик сиенлĕхĕ çинчен хатĕрленĕ калаçусенчен нумай усăлли илтĕмĕр. С.Михалков çырнă “Как медведь трубку нашел” юмах тăрăх профильлĕ лагерьти аслăрах çулхи ачасем умĕнче сценка кăтартрăмăр. Çул-йĕр правилисем, пушар хăрушлăхĕ çинчен аса илсех тăтăмăр. Пулăçсен кунĕ те асра юлчĕ. Çак кун ачасем 80 караçпа 2 ротан тытма пултарчĕç. Пулăсемпе çыхăннă викторина та пулчĕ.
Павел Кайсаров: “Канашри “Локомотив” бассейнра пуçласа пултăм. Кунта эпĕ хам тĕллĕн ишме вĕрентĕм. Бассейнра шыва кĕнĕ хыççăн краеведени музейне кайса куртăмăр, хамăр республикăри тĕрлĕ чĕр чунсемпе, вĕçен кайăксемпе паллашрăмăр. Хамăр ентеш П.М.Меркурьев художник ÿкернĕ картинăсем чуна тыткăнларĕç Выставкăна тăратнă ачасен ĕçĕсем те кăмăла кайрĕç”.
Настя Канясева: “Ĕшнене похода кайрăмăр. Пиçсе çитнĕ çырласем куçа илĕртеççĕ. Хĕвел çутипе йăлтăртатакан пĕве шывĕ хăй патнелле кăчăк туртать тейĕн. Пуллисем те пĕрин хыççăн тепри çакланаççĕ, ачасене савăнăç кÿреççĕ. Кăвайт чĕртсе çĕр улми пĕçерсе çирĕмĕр. Кăвар çинче пĕçернĕ çĕр улми вара чăннипех те питĕ тутлă иккен.
Пушă вăхăтра ташă-юрă вĕрентĕмĕр. Ача садне кайса концерт кăтартрăмăр. Шкулта та “Одуванчики” отряд ачисене хамăр пултарулăхпа паллаштартăмăр. “Наш лагерь любимый прощай, меня через год ожидай” юрă сăмахĕсемпе сывпуллашрăмăр юлашкинчен”.
Источник: "Ял ĕçченĕ"