03 августа 2010 г.
Эпĕ Йĕпреç поселокĕнче пурăнатăп. Хам Тăвай районĕнчи Вăтаяль ялĕнчен. Мана Люда (хĕр чухнехи хушаматăм –Ильина) тесе чĕнеççĕ. Кăçал учитель çулĕ пулнă май манăн питĕ хам юратнă учитель патне ăшă сăмахсем çитерес килет. Вăл Кармал шкулĕнче институт пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме пуçларĕ, пире вĕрентрĕ, халь тивĕçлĕ канура. Ăна Альбина Васильевна Ласточкина тесе чĕнеççĕ, Кармал ялĕнче пурăнать.
Эпир Кармал шкулне 1981 çулта вĕренсе пĕтернĕ. Учитель çулталăкĕ. Юратнă вĕрентекен. Хамăн юратнă учитель патне çулсерен капланса пыракан шухăшăмсемпе ăшă туйăмсене чун тĕпĕнчен кăларса ун патне çитерейĕп-ши.
Асра юлмалла илемлĕ те шавлă вăхăтсем шкул пурнăçĕпе, юратнă учительсемпе çыхăннă. Ун чухне, паллах, ун пирки шутлама пĕлмен, анчах шкултан уйрăлсан, çулсем иртнĕçемĕн, вăл самантсем шухăшпа тăтăшах çаврăнса çитеççĕ.
Ман куçсем умĕнче паянхи пекех унăн яштака кĕлетки, илемлĕ утти, ăшă кулли, кăмăллă сасси, класри ачасем çине тинкерсе пăхакан ăшă куçсем. Мĕн тери çывăх вăл пире, кашни ачана куçран çапла тинкерсе витĕрех курать тейĕн. Çирĕм ултă ача, кашни вĕренекен хăйне майлă, кашнин патне уйрăм юравпа пымалла, итлеттерме пĕлмелле. Ачалăх ачалăхах çав, хамрăн ашкăнчăкрах туйăмсене хамăрта тытса тăрайман самантсем ытлашшипех пулнă, эсир пире уншăн çавах кÿренмен, тен, хăвăр ачалăхри вăхăтсене аса илсе пире ăшă куçсемпе кăна лăпканă, лайăх вĕренме суннă, вăй хунă.
Тайма пуçах Сире, Альбина Васильевна, пире ăнланнăшăн, пурнăçланмасăр та юлма пултаракан пирĕн ачалăхри ĕмĕтсене итлесе ларнăшăн, кулманшăн, нихăçан сăмаха татса кăмăла хуçманшăн. Сирĕн предмет – вырăс тата чăваш чĕлхипе литератури. Мĕнле савăнса кĕтеттĕмĕрччĕ сирĕн уроксене, сире юратсах пулĕ – сирĕн профессине нумай вĕренекен суйласа илсе хăйсен пурнăçне шкулпа çыхăнтарчĕ, халĕ ачасене вĕрентеççĕ.
Уроксем хыççăн эсир пире хăвăр вăхăта шеллемесĕр пурнăç илемне, тупсăмне пирĕн ăша хывма тăрăшаттăрччĕ. Эсир хăвăр пирĕншĕн чи çывăх юлташ пулнине пирĕн чĕрене çитерме пултарнă. Эрнери пĕр куна – вырсарни куна çитерес килместчĕ – вăл сире курман кун пулатчĕ. Тавах сире çуллахи каникула кайсан та çырусем çырса эпир вăхăта мĕнле ирттернипе интересленсех тăнăшăн. Эсир пирĕн районтан марччĕ-çке-ха.
Хамăн пурнăçра шкул çулĕсем ăшă йĕр хăварнăшĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Кашни учителе хăйне майлă юратнă, эпир вĕсене нихăçан та манмастпăр. Вĕсем пурте пирĕн чĕрере. Эпĕ çакна ĕненетĕп, кашни вĕренекен чĕринчех учитель патне хăй мĕн виличченех юрату упранать, çавăнпа эпĕ хамăн ачасенче те çак туйăм нихăçан та ан иксĕлтĕр, хутшăнсах пытăр тесе ĕмĕтленетĕп. Тавах Сире!
Источник: "Ял ĕçченĕ"