Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элпуç шкулĕ – районти ударлă стройка

13 августа 2010 г.

Элпуç шкулĕ – районти ударлă стройка

140 вырăнлă Элпуç шкулĕн çĕнĕ çуртне хăпартнине пирĕн район масштабĕпе чăннипех ударлă стройка теме пулать. Кăçалхи июнĕн 8-мĕшĕнче экскаваторщик кунта пулас шкул çурчĕн никĕсĕ валли котлован чавма, строительсем тепĕр эрнерен цоколь пайне хăпартма тытăннă пулсан, унтанпа 2 уйăх çитнĕ çĕре “г” саспаллине аса илтерекен икĕ хутлă çурта çул енчен купаласа çитернĕпе пĕрех. Ăçта курнă эпир стройка çавăн пек пысăк хăвăртлăхпа пынине! Телей пирĕн районшăн республикипе (тен, çĕршывĕпех) паллă “Старко” строительство фирми çак шкула тума килĕшни. Тавах асăннă фирмăн генеральнăй директорне, Элпуç шкулĕн воспитанникĕ пулнă Андрей Спиридонович Александрова. Район ертÿçисем пирки те ырă сăмах каласа хăвармалла. Вĕсем мал курăмлă пулса çине тăман пулсан тата тем вăхăта юлатчĕ-ха шкул тăвасси.
Çур çулта шкул çуртне туса пĕтермелле, анчах строительсем ĕçсене тата маларах вĕçлесшĕн. Вĕсем вара чăннипех ударлă ĕçлеççĕ. Талăкĕпе, пĕр татти-сыпписĕр. Ирхи смена 7 сехетре ĕçе пуçăнать те каçхине 19 сехетре ĕçрен тухать, вĕсем вырăнне теприсем ирччен йышăнаççĕ. Ултă кун çапла вахтăпа поток меслечĕпе ĕçленĕ хыççăн смена ылмашăнать. “Старко” фирмăн ĕçе çапла йĕркелеме ĕç аллисем те, хăватлă техника та, материалсем те çителĕклĕ. Унăн хăйĕн тимĕр бетон изделийĕсен завочĕ. Унта кирпĕч таранах кăлараççĕ. Ум енне каяканнипе силиката кăна ытти çĕртен туянаççĕ. Юрий Краснов прораб каланă тăрăх, стройкăра кирлĕ материалсен 50 проценчĕпе фирма хăйне тивĕçтерет. Пĕтĕм ĕçе комплекслă йĕркелесе тăраççĕ прорабпа 3 мастер. Мастерсенчен пĕри Александр Спиридонович – генеральнăй директорăн шăллĕ. Вăл чылайранпа тăрăшать çак фирмăра. Тепĕр икĕ мастерĕ те кунтан тухнисемех: Алексей Платонов (Нÿшкасси) тата Семен Нилов (Çĕнçырма). Стенасене купаланă çĕрте шупашкарсемпе пĕрлех вырăнти каменщиксем вăй хураççĕ. Тĕпрен илсен, çĕнçырмасемпе нÿшкассисем, пуянкассисем те пур.
“Старко” каменщикĕсем хушшинче хамăр ентеше те тĕл пултăмăр. Ку вăл Евгений Степанов, асламăшĕ патне Улянкăна çÿрет. Пĕр тăван Андрейпа Александр Шепиловсем вара – Елчĕкрен, Олег Михайлов – Шупашкартан. Кусем çак эрнере ĕçлекеннисем.
Икĕ автокран вырнаçтарнă. 50 тоннăллине I класлă водитель Александр Алексеев ĕçлеттерет. Унăн сăмахĕнчен вăл Çĕнĕ Шупашкартан пулнине, “Старкона” кăçал кăна ĕçе вырнаçнине, пирвай чылай çул автобус водителĕ пулнине пĕлтĕм. Тепĕр кранĕпе – 25 тоннăллипе, Иван Михайлович Лыков ĕçлет. Каçхи сменăра вĕсене Владимир Герасимовпа Александр Егоров ылмаштараççĕ.
–Иккĕмĕш эрне ĕçлетпĕр объектра, – теççĕ В.Игнатьев, М.Горбатин тата Е.Исаев электриксем. Вĕсем ыттисем пекех 11-шер сехет ĕçлеççĕ, анчах эрнере икĕ кун канаççĕ. Штукатурка ĕçĕсем пуçланиччен вĕсем электропроводкăпа хăватлă мар электроприборсем валли кабель туртаççĕ.
–Ĕçе хăвăртлатма комплекслă бригада йĕркелерĕмĕр. Унта платниксем, сварщиксем, монтажниксем кĕреççĕ, – каласа парать прораб. Акă Александр Ермаков тата Геннадий Георгиев сварщиксемпе çывăхраххăн паллашма тÿр килчĕ. Александр Николаевич Лапсарти вĕренÿ комбинатĕнче вĕренсе алла илнĕ ку специальноçа, 20 çула яхăн вăй хурать. “Старкона” пыриччен агрегат заводĕнче ĕçленĕ. Геннадий Михайлович вара Нÿшренех, чылай çул тĕрлĕ çĕрте, ВРЗра тăрăшнă. Иккĕшĕ те пысăк разрядлă специалистсем.
Çак ытларире Шупашкартан (”Старкоран”) çамрăк штукатурщицăсем килсе çитнĕ. Вĕсем çуртăн цоколь пайне растворпа якатаççĕ. Тепĕр икĕ хĕрĕ çул çинче, “Газельпе” килеççĕ, тесе пĕлтерчĕ мастер.
Подрядчик çурт тăррине те хăех витет, газ, шыв кĕртет. Пулас башня патĕнчен сăрт патне çити шыв пăрăхĕсем хурса витсе хăварнă. Вут-кăвартан сыхланма çĕр ăшне 60-шар кублă 3 резервуар лартаççĕ, иккĕшне лартса шыв тултарса та хунă. Территорие тимĕр-бетон хÿмесемпе тытса çаврăнма пуçланă. Вăхăтлăх хÿмепе икĕ хут ĕç тăвас темен. Шкулта столовăй, спортзал тата картишĕнче стадион пулать. Пĕр сăмахпа, ку чухнехи лайăх вĕренÿ учрежденийĕнчен пĕри пулма кирлĕ Эльпуç шкулĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика