03 сентября 2010 г.
Пĕлÿ кунĕ – пысăк уяв. Чăваш Енри 503 шкулта 126 пин ача вĕренме пуçларĕ. Вĕсене юсаса çĕнетнĕ, ĕçлеме тата вĕренме лайăх условисем туса пама тăрăшнă.
Çуллахи шăрăх кунсем хыççăн Тăвай Енри ачасем капăр тум тăхăнса, чечек çыххисем йăтса шкулалла çул тытрĕç иртнĕ юнкун. Районти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 10 шкулта пурĕ 2013 ача вĕренме пуçлать кăçал. Вĕсенчен 176–шĕ пĕрремĕш хут партăсем хушшине ларчĕ.
Мучарти пĕр хутлă кирпĕч çурта тул енчен те юсаса илемлетнĕ. Коридорта сăрă шăрши пĕтмен-ха. Савăнăçлă линейка пуçланас умĕн шкул директорĕпе Венера Ивановна Смирновапа калаçма тÿр килчĕ. “Пирĕн шкулта 110 ача вĕренме пуçлать. Вĕсем иртнĕ çул районти олимпиадăсенче те, республикăра та ырă тĕслĕх кăтартнă. Спорт ăмăртăвĕсенче те палăрнă. 13 учитель вĕрентет ачасене. Шкулта условисем çителĕклĕ”, – пĕлтерчĕ кĕскен вăл.
Ирхине тăхăр сехетре Мучар шкулĕнчи коридорта линейка пуçланчĕ. Вĕренекенсемпе учительсен савăнăçне пĕрле пайлама сумлă хăнасем, ачасен ашшĕ-амăшĕсем килсе çитнĕ.
Уява ертсе пыракансем – В.Бурлаковапа (9 кл.) В.Муханов (10 кл.). Вера малтан вырăсла юрă шăрантарчĕ. Унтан шкул директорĕ В.Смирнова сăмах илчĕ. Вăл коллектив çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене тата килнĕ хăнасене Пĕлÿ кунĕпе саламларĕ.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов Мучарти шкулта ĕçлекенсене ырăпа палăртрĕ. Вун виçĕ вĕрентекенрен саккăрăшĕн пĕрремĕш категори иккен. “РФ халăх çутĕçĕн отличникĕ”, ”РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ” ятсене, РФ наукăпа вĕрентÿ тата ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствисен Хисеп грамотисене илнисем пур. Вĕренекенсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче ырă тĕслĕх кăтартнă, вырăс чĕлхипе тата математикăпа районти вăтам кăтартусенчен пысăкрах.
“Пĕлÿ кунĕпе саламлатăп сире пурне те. Уйрăмах пĕрремĕш класа çÿреме пуçлакансене ăнăçу сунатăп. Вĕрентекенсене, аçăр-аннĕре итлĕр, çирĕп пĕлÿллĕ ÿссе çитĕнĕр”, – терĕ юлашкинчен Николай Ильич. Çавăн пекех вăл шкула спорт хатĕрĕсем парнелерĕ.
Унтан экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Е.Юшин, РФ Патшалăх Думин депутатне П.Семенова пулăшакан А.Чернов, Мучар ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.Шакшина, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Б.Мурзин, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Н.Муханова тухса калаçрĕç, хăш-пĕрисем парнесем пачĕç.
Вунпĕрмĕшсем Мучарти шкулта пиллĕкĕн кăна. Вĕсем пĕрремĕш класа каякансене пĕчĕк парнесемпе савăнтарчĕç. Чи кĕçĕннисем, шкулта лайăх вĕренме сăмах парса, сăвăсем каларĕç, юрларĕç. Ку шкулта пурĕ тăххăрăн пуçлаççĕ пĕлÿ тĕнчипе утма кăçал. Вĕсене С.Жаркова учительница вĕрентет.
В.Смирнова директор çăмăл мар ĕçре палăрнă учительсене, лайăх кăтартуллă ачасене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Вĕренекенсенчен çуррине яхăн çак сума тивĕçни Мучар шкулĕнчи педагогсен ĕçĕ начар мар шайра пулнине çирĕплетет ĕнтĕ.
Пĕрремĕш шăнкăрава 11 класри А.Деминпа пуçласа шкула çÿреме пуçлакан Д.Баданова пачĕç. Çакăн хыççăн право пĕлĕвĕсен урокĕ пуçланчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"