03 сентября 2010 г.
“Шкул – иккĕмĕш кил”, – тесе ахальтен каламаççĕ. Ку чăнах та çапла. 11-мĕш класа вĕренсе пĕтеричченех чуна парса, юратса утрăм эпĕ Йăнтăрчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула илсе каякан сукмакпа. Шкулти вĕрентекенсем халĕ те чуна çывăх.
Шел пулин те, вăхăт шăвать. Шкултан вĕренсе тухнăранпа çулталăк иртрĕ ĕнтĕ. Анчах нихăçан та манас çук тăван пек хаклă вĕрентекенсене.
Надежда Генриховна Николаева – чи çывăх вĕрентекенсенчен пĕри. Вăл Йăнтăрчă шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Пысăк сас паллинчен пуçланакан çын, тесен те йăнăш пулмасть унăн пирки. Пурнăçра вăл маншăн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Шкулта сăвăсем çырма чылай хавхалантарса тăнă вĕрентекенĕм. “Президент стипендиачĕ” ята илме те вăлах пулăшнă. Манăн пулас профессинче те пысăк йĕр хăварнă хаклă вĕрентекенĕм. Вăйне шеллемесĕр, уроксем хыççăн юлса, вырăс литературипе экзамена хатĕрлерĕ. Экзамена ăнăçлă тытнипех эпĕ халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче филологи уйрăмĕнче ăс пухатăп.
Надежда Генриховна яланах чуна уçса калаçма, йывăр самантсенче пулăшма тата сĕнÿ-канаш пама хатĕр. Кашни çынна тимлĕ итлесе ăнланма тăрăшать. Вăл – çирĕп чунлă, ырă кăмăллă хĕрарăм. Мăшăрĕшĕн – юратнă арăм, ачисемшĕн – çĕр çинчи чи хаклă анне. Николаевсем ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Андрейпа Лена – пулăшма хатĕр, шанчăклă юлташсем. Пан улмийĕ улмуççийĕнчен аякка ÿкмест, тесе ахальтен каламаççĕ-çке.
Надежда Генриховна Николаева тăххăрмĕшсен класс ертÿçи халь. Лайăх вĕренекенсен шучĕ чылай унта. Тăххăрмĕшсем – питĕ активлă ачасем. Кашни мероприятиех юратса хутшăнаççĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăта ачасемшĕн усăллă йĕркелеме тăрăшать учительница. Тĕрлĕ кружоксем ирттерет, шкулти музей ĕçĕсемпе паллаштарать. Сумлă вĕрентекен ытларах вăхăтне ачасемпе ирттерет. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленет, тĕрлĕ литературăпа, интернетпа усă курса кирлĕ информаци тупать, вĕренекенсене çĕнĕ темăна туллин ăнлантарать.
Манăн ăна тата Йăнтăрчăри вăтам шкулти ытти вĕрентекенсене юман пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул сунас килет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"