31 августа 2010 г.
Çурла уйăхĕн вĕçĕпе авăн уйăхĕн пуçламăшĕ – ачасемпе вĕрентекенсемшĕн хĕрÿ те хумхануллă вăхăт. Виçĕ уйăха яхăн тĕрлĕ çĕре сапаланса пĕтнĕ шкул ачисемпе учительсене Пĕлÿ кунĕ каллех пĕр çурта, хăйсен “иккĕмĕш тăван килне” пухать. Пĕр-пĕриншĕн тунсăхланăскерсем савăнсах тĕл пулаççĕ, сывлăх сунаççĕ, кану вăхăтне епле ирттерни çинчен каласа кăтартаççĕ, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене палăртаççĕ.
Элпуçĕнчи вăтам шкулта та акă ир-ирех ĕç вĕреме тытăнать. Çĕнĕ вĕренÿ çулне пурте пикенсех хатĕрленеççĕ. Вĕрентекенсем ĕç планĕсене, уроксен конспекчĕсене тĕрĕслеççĕ, улшăнусем, хушăмсем кĕртеççĕ. Вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ чечек клумбине типтерлет. Теприсем хĕрсех Пĕлÿ кунне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ: сăвăсем калаççĕ, шкул юррисене вĕренеççĕ. Библиотекăра та хĕвĕшÿ – кĕнекесем илме черете тăнă ачасем. Меллĕ самант тупса вĕсемпе калаçу пуçартăм, çуллахи каникула мĕнлерех ирттерни çинчен ыйтса пĕлтĕм.
Марина ПАВЛОВА (7 класс): Муркаш районĕнче вырнаçнă “Солнышко” лагерьте 21 кун канса килтĕм. Питĕ хаваслă иртрĕ вăхăт. Шупашкарта экскурсире пулни, Атăл тăрăх теплоходпа ярăнни, “Макдональдсра” чисс-бургерпа сăйланни уйрăмах асра юлчĕ. Тĕрлĕ вăйă-конкурс нумай пулчĕ. Пирĕн отряд ташă конкурсĕнче çĕнтерсе мала тухрĕ. Апата тутлă хатĕрлеççĕ унта, кунне 5 хутчен çитереççĕ. Çĕнĕ тус-юлташпа пуянлантăм. Канаш районĕн хĕрачипе Светăпа çывăх туслашрăмăр.
Настя СЕМЕНОВА (7 класс): Эл кÿллинче тантăшсемпе кăмăл туличчен чăмпăлтатрăмăр. Урамран кĕме те пĕлмен – мĕнле кăна вăйăсем выляман-ши( Паллах, ате-аннене пулăшнă. Сахал-и çулла ялта ĕç: çумламалла, шăвармалла, утă пуçтармалла, хур чĕпписене сыхламалла, касуллана каймалла... Июльте “Звездный” лагере те кайнăччĕ те – виçĕ кунранах каялла таврăнтăм. Пĕртте килĕшмерĕ мана унта. Хула ачисем ытла та чăрсăр, хăйсене тытма пĕлмеççĕ. Пурнăçĕ те кичем пек туйăнчĕ. Тăван ялтах, атте-анне килĕнчех лайăх!
Толя ГАВРИЛОВ (7 класс): Каникул кунĕсене ялтах ирттертĕм. Хуçалăхри ĕçсене тума пулăшрăм тата хамăн юлташсемпе – Петя Гурьевпа, Данила Федоровпа эмел курăкĕ чылай пуçтартăмăр: сар çип ути, шапа хупаххи, хурăн çулçипе çăка чечекĕ...
Сергей АФАНАСЬЕВ (11 класс): Çу кунĕсем ытла та шăрăх пулнипе асра юлчĕç. Куллен шыва кĕме çÿрерĕмĕр. Пĕр хушă Шупашкарта тăвансем патĕнче хăналантăм. “Мир Луксора” кинотеатра кайса куртăм. Ялта вара ыттисем пекех: кăнтăрла – ĕçре, каçпала футбол мечĕкĕ хăваланă.
Диана ВАСИЛЬЕВА (11 класс): Çулла эпир, Лариса Константинова, Оля Никитина тата эпĕ, вожатăйсем пулнă май, кĕçĕнрех çулхи ачасемпе “урам концерчĕсем” хатĕрлесе атте-аннене савăнтартăмăр.
Миша БОРИСОВ (10 класс): Эл кÿлли каникул кунĕсенче пирĕншĕн чи юратнă вырăн пулса тăчĕ. Хĕрÿ, шăрăх кунсенче – чăн-чăн çăлăнăç вăл. Пĕр япала çеç кăмăла пăсатчĕ. Кÿлĕ хĕрринче канма пыракансем хыççăн çÿп-çап нумай юлатчĕ. Эпир юлташсемпе пĕрре кăна мар вĕсене пуçтарса ятарлă вырăна кайса пăрахнă.
Кăмăл тулчĕ ачасемпе калаçнă хыççăн. Каннă та, вăхăта усăллă ирттерме те пĕлнĕ иккен вĕренекенсем. Мĕнех, вĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлам та ăнăçу сунам. “4” тата “5” паллăсем çеç хуçаланччăр дневникĕсенче. Элпуç шкулĕн ачисен кăçал нихçанхинчен тăрăшарах вĕренме пысăк сăлтав пур: ара, ку вĕренÿ çулĕнчех çĕнĕ шкула куçас шанчăк çуралчĕ-çке. Еплерех капăр та капмар курăнса ларать вăл аслă çул хĕрринче, Çĕнçырмапа Элпуç ялĕсем хушшинче. Юмахри евĕр, икĕ уйăхрах çавăн чухлĕ ĕç турĕç пулсан строительсем, хăйсен сăмахне тытаççех ĕнтĕ – шкула раштав уйăхĕнче хута яраççех. Вара ачасен тахçантанпах ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланĕ – хĕллехи каникул хыççăн вĕр-çĕнĕ керменте пĕлÿ пухма тытăнĕç вĕсем. Çаплах пуласса питĕ шанаççĕ вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ, учительсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"