27 августа 2010 г.
Çак ытларире Тăвайри вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи йăлана кĕнĕ районти канашлу пулса иртнĕ. Канашлу ĕçне ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.В.Устяк хутшăннă. Педагогсемпе воспитательсем умĕнче райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В. Я.Шакров доклад тунă. Унăн теми: “Педагогика пуласлăхне аталантарни – вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатмалли фактор”.
Доклада сÿтсе явма министр çумĕ В.В.Устяк, Тăвайри вăтам шкулта биологи вĕрентекен, чи пултаруллă учительсен 2010 çулхи конкурсĕн çĕнтерÿçи А.П.Михайлова, Мучарти ача сачĕн воспитателĕ В.И.Шибалова, Тĕмерти вăтам шкул учителĕ Р.А.Иванова, Мучарти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Г.Бахмутова, Чутейри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен, районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Н.С.Куракина хутшăннă.
Вĕрентекенсен пысăк ушкăнне Хисеп грамотисем парса чысланă.
Пленарлă лару хыççăн вĕрентекенсем секцисен ĕçне хутшăннă.
Хаçатăн паянхи номерĕнче сире канашлу материалĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.
Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров августри канашлура тунă докладран: "Вĕрентекенĕн профессийĕ пирĕн çĕр-шывра ĕмĕртен чи хисеплĕ ĕçсенчен пĕри шутланать. Учитель патне пĕлÿ илме кăна мар, пулăшу е канаш ыйтма та çÿренĕ. Вĕрентекен – анлă тавракурăмлă, культурăллă, обществăна малалла аталанма пулăшакан çын, шкул вара – çут ĕç вучахĕ. Çавăнпа вĕрентекенĕн професси ăсталăхĕнчен, йĕрке-тирпей пахалăхĕсенчен, интеллектĕнчен вĕрентÿ пахалăхĕ кăна мар, çĕр-шыв пуласлăхĕ те тÿреммĕнех килет".
ШКУЛ УМĔНХИ АЧАСЕН ВĔРЕНĔВĔ
Юлашки вăхăтра шкул умĕнхи вĕренĕве аталантарассине, пур ачана та аталанма пĕрешкел майсем туса парассине чылай тимленĕ. Садике çÿрекен ачасен йышĕ çуллен ÿссех пырать. 2001 çулта садике çак ÿсĕмри ачасен 35 проценчĕ çÿренĕ пулсан, халĕ – 61, 2 проц. (626). 6 çулхисен 93, 5 процентне шкула çÿреме хатĕрлеççĕ.
Тĕп йывăрлăх:
–садиксенче вырăн çитменни. Черетре тепĕр 284 ача. Ыйтăва татса пама çĕнĕрен тепĕр садик уçасшăн тата 6 хушма ушкăн йĕркелесшĕн.
Малашлăх шухăшсем: шкул çулне çитмен ачасен учрежденине анлăлатса тепĕр 80 вырăн тупасшăн, çав ÿсĕмри ачасене 72 процентран кая мар садикпе тивĕçтересшĕн.
Шкул çулĕнчи мар вĕрентÿ ĕçĕнче ырă улшăнусем пур. Ачасем пĕчĕкренех тĕрлĕ кружоксене çÿресе хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ.
Тепĕр çитменлĕх: садиксенче ĕçлекенсен пĕлÿ шайĕ пĕчĕк пулни. Вĕсенчи педагогсен 21, 5 проценчĕ кăна аслă пĕлÿллĕ, тепĕр 2 çын аслă шкулта вĕренет. Педагогсемпе воспитательсем конкурссене хутшăнма тăрăшмаççĕ.
Килте воспитани илекен ачасене пулăшма садиксем çумĕнче консультаци пункчĕсем тунă, анчах вĕсем ĕçлемеççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăк пур ачасене вĕрентесси тивĕçлĕ шайра мар. Ачасене иртерех педагогика пулăшăвĕ памалли система йĕркеленмен. Ачасен аталанăвне коррекци кĕртес тĕлĕшпе садиксем районти диагностика тата консультаци центрĕпе тачăрах çыхăнни кирлĕ.
ШКУЛТИ ВĔРЕНТŸ
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти шкулсене 2086 ача çÿренĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 2013 вĕренекен пулма пултарать. Вĕренекенсен пĕтĕмĕшле хисепĕ чакса пырать пулсан та, классен йышĕ пĕр евĕрлĕ, вăтамран – 16, 8 ача. Кашни вĕрентекене 11 вĕренекен тивет. Районта 2 ресурс центрĕ тата 4 никĕс шкулĕ. Çавах та вĕрентÿ учрежденийĕсем хăйсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме васкамаççĕ. 2006 çулта Тушкил, 2007 çулта Тăвай шкулĕсем РФ Президенчĕн гранчĕсене (1-ер млн. тенкĕ), 2009 çулта Тăвай шкулĕ республикăри “Вĕрентÿри пуçарулăх” конкурсра 300 пин тенкĕ çĕнсе илме пултарчĕç пулсан, 2010 çулта конкурса хутшăнма районти пĕр шкултан та заявка пырса кĕмен. Шкулсене укçа кирлĕ те мар тейĕн. Вĕт халĕ укçа-тенкĕне вĕрентĕве çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме тăрăшакансене кăна параççĕ.
Эпир пысăк технологи конкуренчĕсен тĕнчинче пурăнатпăр. Ачасене çав пурнăç валли хатĕрлесси – пирĕн тĕллев. Ку енĕпе ĕçлеместпĕр мар. Çапла тăххăрмĕш класран пуçласа пурне те профиль умĕнхи хатĕрленĕве явăçтарнă. Ресурс центрĕсем никĕс тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Пурĕ 5 тĕрлĕ профиле вĕрентеççĕ. Çакна пурнăçлама шкул автобусĕсем пурри те пулăшать. 9 автобус районти 7 шкула ирсерен 15 ялтан 605 вĕренекене (29, 9 проц.) турттарать.
Вĕрентÿ пахалăхне результат тăрăх хаклаççĕ. Çак кăтарту çулсерен ÿссех пымалла пек. Шел, юлашки 4 çулта пуçласа пĕр вĕренекене иккĕмĕш çула хăварни тĕл пулчĕ (Тăрмăш шкулĕ).
ПĔРЛЕХИ ПАТШАЛĂХ ЭКЗАМЕНĔ (ППЭ)
Районти вĕренекенсен 80, 5 проценчĕ 3 е ытларах предметпа ППЭ тытнă. Математикăпа вăтам балл 56, 3 (республикипе – 49, 8), вырăс чĕлхипе – 57, 6 (республикипе – 61, 44). Вырăс чĕлхипе 6, математикăпа 2 вĕренекен обязательнăй экзаменсене иккĕмĕш хутĕнче кăна тытма пултарнă. Профиль шайĕнчи ППЭре чи пысăк результат химипе – 73, 2 балл. Вĕрентекенсем хушшинчи ППЭре те хими вĕрентекенсен чи пысăк кăтарту – 95, 0 балл. Лайăх вĕрентеççĕ, ачасен те çирĕп пĕлÿ. Выпускниксем биологипе, физикăпа, вырăс тата акăлчан чĕлхисемпе, историпе вăтамран 60 балран ытларах пухнă. Чи пĕчĕк балсем: социаллă педагогика профилĕнче математикăпа – 49, 9, обществознанипе – 50. Чи кăтартуллă профиль – çут çанталăк наукисемпе çыхăннă. Апла пулсан, çав предметсене вĕрентекенсен професси ăсталăхĕ çÿллĕ шайра. Çакнах олимпиадăсен результачĕсем те, педагогсен аттестацийĕ те, професси конкурсĕсем те çирĕплетеççĕ. Социаллă гуманитари, технологипе экономика, физикăпа математика тата çут çанталăк профилĕсем – чи эффективлисем. Профиль предмечĕсемпе ППЭне вĕренсе тухакансен 92, 3 – 90 – 80 – 71, 9 проценчĕ тытнă.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 11-мĕш классенче вĕреннĕ 191 çамрăк алла аттестат илнĕ. 25 çамрăк медале тивĕçнĕ, çав шутра 12-шĕ – ылтăн, 13-шĕ – кĕмĕл медальсене. 9-мĕш класран 235 ача вĕренсе тухнă, вĕсенчен 15-ĕшĕ – “питĕ лайăх паллăпа”.
Çавах та, паян пĕрремĕш вырăнта уйрăм çитĕнÿсем мар, вĕрентÿ пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе системăллă ĕçлесси тăрать.
Районта пултаруллă вĕренекенсен çитĕнĕвĕсене шута илессине йĕркеленĕ, çав йыш хушăнсах пырать (2006 ç. – 299 ача, 2010 ç. – 376).
19 предметпа иртнĕ районти олимпиадăна 825 вĕренекен хутшăннă, 259 вĕренекен малти вырăнсем йышăннă. Мала тухнисенчен чи пысăк йыш – Тăвай (90), Чутейпе Тушкил шкулĕсен (27-шер), Йăнтăрчă, Пуянкасси, Элпуç шкулĕсен çак кăтарту пĕчĕк. Вĕренекенсем биологипе, экологипе, правăпа, вырăс тата чăваш чĕлхисемпе пысăк балсем пухаççĕ.
Республикăри олимпиадăсене те пирĕн вĕренекенсем ăнăçлă хутшăнаççĕ. 2007 çулта районти 4 вĕренекен республикăри олимпиадăсенче мала тухнă пулсан, 2010 çулта – 10. Вĕсенчен улттăшĕ – Тăвайри вăтам шкултан, улттăшĕ те биологипе. Вĕрентекенĕсем А.П.Михайлова тата Н.В.Михайлова. Гуманитари циклĕнче мала тухакансем çуккишĕн вĕрентекенсене çуллен сăмах тиветчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вырăс литературипе Чутей, вырăс чĕлхипе Тăвай шкулĕсенче вĕренекенсем (учителĕсем Н.С. Куракина тата Е.Н.Индюкова) республикăри олимпиадăра 3-мĕш вырăнсене, ОБЖпа, 2 çул кăна ирттереççĕ пулин те, иккĕшĕнче те А.Пимулин вĕренекенĕсем палăрнă.
Республикăри дистанци олимпиадисенчи кăтартусем те лайăхланаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 6 вĕренекен çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ.
Ачасем хушшинче физкультурăпа спорт аталанать.
Умра – пысăк тĕллевсем. Вĕсене пурнăçа кĕртме анлă пĕлÿллĕ, професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра тăракан, хăйсен ĕçне чунтан парăннă педагогсем кирлĕ. Опыт ĕçленĕçемĕн пухăнать тетпĕр. Ку тĕрĕс те пуль. Анчах çамрăксемпе пĕрле шкулсене çĕнĕ варкăш, çĕнĕ шухăшлав, вăй-хал килет. Çамрăксенче – пысăк вăй-хăват. Районти вĕрентекенсен вăтам ÿсĕмĕ – 46 çул, 2–3 çултан ытла ĕçлекен çамрăк специалистсем вара сахалрах (2–3 проц. кăна). Вĕрентĕве çамрăк йыша хушăнтарасси – пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри.
Грантсем çĕнсе илмелли конкурссене Тăвайри, Йăнтăрчăри, Тĕмерти вăтам шкулсенче вĕрентекенсем ăнăçлă хутшăнса пыраççĕ пулсан, çакна Элпуç шкулĕ пирки калама çук. 2009–2010 вĕренÿ çулĕнче Тăвай шкулĕнче вĕрентекенсем республикăри, Раççейри конкурссенче 12, нăрвашсем 2 малти вырăн çĕнсе илнĕ, пуянкассисемпе элпуçсен – 1-ер. Тушкил, Тăрмăш, Чутей шкулĕсем конкурссене питĕ çителĕксĕр хутшăнаççĕ.
Шкулсене общество умĕнче тăракан кăткăс задачăсене ăнланакан, професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра тăракан педагогсем çав тери кирлĕ. Професси тĕлĕшĕнчен лайăх хатĕрленнисĕр пуçне вĕсене ĕç условийĕсемпе тивĕçтермелле, социаллă хÿтлĕх памалла. Вĕрентекен хăйĕн ĕçĕ обществăшăн çав тери кирлине туйса тăтăр. Ку енĕпе ăна ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ система çине куçни хавхалантарма пултарать. Ĕçшĕн тÿлемелли фондра вĕрентекене ĕçне кура хавхалантармалли пай пур. Çакă ăста вĕрентекенĕн ĕç укçине палăрмалла ÿстерĕ. Халĕ вĕрентекенĕн уйăхри вăтам ĕç укçи – 9909 тенкĕ. Класс ертсе пынăшăн хушса тÿлеççĕ. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи уйрăм çитĕнÿсемшĕн хавхалантарма район пуçлăхĕн премине туса хунă (9 номинаци, кашни – 10-шар пин тенкĕ).
Професси пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе методика ĕçне тĕрĕс йĕркелени, коллективри туслă лару-тăру, педагог ĕçне тĕрĕс хак пама пулăшакан мониторинг программисем хатĕрлени, ăна ресурссемпе тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ. Районти биологи тата хими вĕрентекенсен ассоциацийĕ, вырăс чĕлхипе литература, физика, математикăпа информатика, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕсем ăнăçлă ĕçленине ырламалла. Вĕсен ĕçри кăтартăвĕсем те пысăк.
Пăшăрхантаракан самантсенчен те пăрăнса иртес килмест. Вĕрентекенсен коллективĕсенче хăш-пĕр тÿнтерлĕхсем палăрма тытăнчĕç. Чылай шкулта харпăр хăй интересне кăна мала хуракан вĕрентекенсем пур. Пулăма ĕçшĕн тÿлемелли фондăн пĕр пайне вĕрентекенсене хавхалантарас тĕллевпе усă курни те çивĕчлетет пулас. Ĕçшĕн халичченхи пек пĕрешкел тÿлемеççĕ, результата кура хавхалантараççĕ, хăш-пĕрисенче çакă вĕчĕрхенÿ, кĕвĕçÿ çуратать. Çĕнĕлле шухăшлавпа малалла ăнтăлакан, туслă, пултаруллă коллектив вырăнне эпир уйрăмшар вĕрентекенсене кăна куратпăр. Шкул директорĕсен çумĕсен педколлектива пĕтĕçтерессипе çине тăмалла. Вĕрентекен паян çăмăл мар лару-тăрура. Вăл уссăр «ан çунтăр» тесен, çакă уйрăммах 35–40 çултан иртнĕ педагогсем хушшинче ытларах тĕл пулать, шкул администрацийĕсен, психологсен шухăшласа пăхмалли пурах: епле тухмалла çак лару-тăруран. Педагогсене, вĕренÿ учрежденийĕсене психологсен пулăшăвĕ кирлĕ.
Кашни вĕрентекен, класс ертÿçи е предмет вĕрентÿçи вăл, пĕр вăхăтрах воспитатель те. Çавах та тĕп тиеве класс ертÿçисем, директорсен воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕсем, аслă вожатăйсемпе социаллă педагогсем тата педагог-психологсем туртаççĕ. Воспитани ĕçĕ çине Тĕмер, Тăвай, Енĕш Нăрваш, Пуянкасси шкулĕсенче творчествăлла пăхаççĕ.
Ачасем хушшинче çапкаланса çÿрессине, право йĕркине пăснине сирсе ярассипе тимленĕ. Шкулсенче право йĕркине пăсас сĕмлĕ 43 вĕренекен учетра тăрать, вĕсенчен 8-ăшĕ –çул çитмен ачасен инспекцийĕнче.
Ачасен пултарулăхне аталантарас, пушă вăхăтне усăллă ирттерес енĕпе хушма вĕрентÿ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пирĕн районта иккĕ: ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ. Вĕсене 739 вĕренекен "35, 4)" çÿрет. Ытти шкулсенчи кружоксен ĕçне шута илес-тĕк, хушма вĕрентĕве ачасен 82, 7 процентне явăçтарнă. Çавах та хушма вĕрентÿре хăш-пĕр йывăрлăхсем палăраççĕ. Пĕрремĕшĕ, вĕсене пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси çителĕксĕр шайра, ăста специалистсем çитмеççĕ.
Шкулсемпе садиксене хăрушсăрлăхпа комплекслă тивĕçтерес енĕпе кăçал чылай ĕç тунă. Пирваях вут-кăвар инкекĕнчен сыхланса автоматла сигнализаципе, сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе тивĕçтернĕ, электропроводкăсене улăштарнă, йывăç конструкцисене çунассичен хÿтĕлекен шĕвекпе шÿтернĕ.
Пур шкулта та сывлăх кабинечĕсене, апат хатĕрлекен блоксене, вĕренÿ кабинечĕсене вĕри шывпа тивĕçтернĕ, технологи оборудованийĕсем туяннă тата ыт.те. Çав ĕçсене тума пурĕ 956 пин тенкĕ тăкакланă. Медицина хатĕрĕсем 673, 8 пин тенкĕлĕх туяннă.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнă пирвайхи кунранах ачасене вĕри апат çитерессине йĕркелеме пăхнă. Кĕнекесемпе кăтарту хатĕрĕсем пур предметпа та çителĕклĕ. Кашни 10, 3 вĕренекен пуçне 1 компьютер тивет. Ку япăх мар кăтарту. Çывăх вăхăтрах пур шкулта та электронлă журналсемпе дневниксем йĕркеленĕç. Пĕтĕм тĕнчери интернет сечĕ, компьютер урлă шкул ачасен ашшĕ-амăшĕшĕн, обществăшăн уççăнрах пулса тăрĕ.
Ку чухнехи техникăпа технологи хăвачĕсемпе майĕсем анлă, çавах та тĕп вырăнта “çын факторĕ” (пирĕн тĕслĕхре вĕрентекенсемпе воспитательсем, педагогсем) тăрĕ. Вĕрентекен пултарулăхĕнчен, професси хатĕрленĕвĕнчен, ăсталăхĕнчен ăнăçу питĕ нумай килет.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе сире! Вĕрентекенĕн çулталăкне çĕнĕ çитĕнÿсем хывар!
Тухса каланисенчен
В.В.Устяк, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ.
"Химик пулнă май, химиксенчен пуçлам. Пĕрлехи патшалăх экзаменне вĕрентекенсем те, вĕренекенсем пысăк балпа тытнă, çав вăхăтрах хими олимпиадисенче кăтартусем пĕчĕк. Кунта тишкерсе пăхмалли пур: мĕншĕн çапла.
Республикăра – 503 вăтам шкул. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 7800 çамрăк 11-мĕш класран вĕренсе тухнă. Çитес çул çак хисеп 6000 патнелле тăрса юлĕ. 2012 çултан вара вăл икĕ хута яхăн ÿсĕ. Вĕренсе тухакансен йышĕ пĕчĕкленнĕ май пуçламăш професси пĕлĕвĕ тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан заведенисен, шкул-интернатсен, ача çурчĕсен хисепĕ те чакать.
Республикăра садиксем çитменни çивĕчленчĕ. Черетре – 18 пин ытла ача. Çывăх çулсенчех 10 садикрен кая мар уçмалла. Çитес çул валли ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен 115 млн. тенкĕ уйăрма пăхнă. Лав вырăнтан тапранчĕ темелле.
Тăвай районĕнче реструктуризаци хыççăн 10 вăтам шкул тăрса юлнă. Кашни класра 16 ачаран кая мар вĕренет, çав вăхăтрах ялсенчен Тăвайри вăтам шкула çÿрекенсене кăларас-тăк – 14 ача кăна. Слайд çинче хăвăрăн вăтам ĕç укçи 9909 тенкĕ пулнине курсан шавласа илтĕр. Сире ăнлантăм, кĕсьене ун чухлĕ кĕмест. Ку та республикăри вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех. Халь танлаштарар: кашни вĕрентекене эрнере вăтамран 17, 8 урок тивет, ставкăран та пĕчĕк. Мĕнле нагрузкăпа ĕçлетĕр, çавна тÿлеççĕ. Республикăра шкулсен хисепне чакарма тĕллев лартнă тесе ан шутлăр. Анчах укçа-тенкĕне ачасен хисепне кура уйăрнине те манар мар. Хăш-пĕр аталаннă çĕр-шывсенче, Балти тăрăхĕнчи республикăсенче шкула тытса тăма каякан тăкаксен пĕр пайне ачасен ашшĕ-амăшĕ хăй çине илнĕ. Пирĕн республикăра вара çапла тума май çук. Çынсем ахаль те пĕчĕк шалу çинче.
Педагогика кадрĕсем енĕпе сирĕн те йывăрлăхсем çук мар. Çитес çултан вĕрентекенсен аттестаци тухмалла. Документ проекчĕ пур. Аттестаци тухайманнисен шкултан кайма тивет. Вĕрентÿ ĕçне укçа-тенкĕ уйăрасси 2 хут ÿснĕ пулин те, уйăрнă укçа-тенкĕпе пур çĕрте те эффективлă усă кураççĕ теме çук. Центр вара эффективлă усă курманнине катать. Иртнĕ çул республикăна килекен трансфертран 250 млн. тенкĕ катнă. Тĕллевлĕ усă курман тĕслĕхсем сирĕн районта та пур, 8 млн. яхăн тенкĕ.
Олимпиада результачĕсем сирĕн районăн япăх мар. Анчах тарăнрах кĕрсе пăхар-ха. Кам шутĕнчен. –Тăвайри вăтам шкул шутĕнчен! Кадрсем ватăлса пыраççĕ, çамрăксем сахал килеççĕ вĕрентÿ ĕçне. Çамрăклăх вара, опытлă кадрсен çумĕнче, нумай выляса илнĕ пулĕччĕ. Çамрăкăн вăй-хал, пуçарулăх, хуть мĕн каласан та, вăл çĕнĕ идейăсенчен пуянрах, унăн ĕç тухăçлăхĕ пысăкрах.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ÿсĕмсем сире! Пĕрлех кĕсьене пырса кĕрекенни те хушăнтăр".
А.П.Михайлова, Тăвайри вăтам шкул биологĕ, биологипе хими вĕрентекенсен районти ассоциацийĕн ертÿçи, аслă категорири учитель.
"Çынна пăхса çитĕнтересси кăткăс та йывăр задача. Паянхи пурнăçра вăл, тен, тата кăткăсрах. Çавăнпа та пирĕн, вĕрентекенсен, професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайри, компетентлă, анлă тавракурăмлă специалист пулмалла. Вĕрентекенĕн хăйĕн нихăçан та вĕренме чарăнмалла мар. Професси ăсталăхĕн шайне вĕçĕм çĕнетсе, анлăлатса пымалла.
Вĕрентекен, хăйĕн профессийĕ тĕлĕшĕпе ÿссе пынă чух, ман шутпа, 5 тапхăр витĕр иртет. 1–2 çул ĕçлекенсем опыт çукрах пирки йăнăш тăвасран, ăнăçсăрлăхсенчен çав тери хăраççĕ. Хăйсене аслă шкулта мĕн вĕрентни, ыттисен сĕнĕвĕсем çине ытларах таянаççĕ. 2–5 çул ĕçлекенсемшĕн те йывăрлăхсем пĕтмеççĕ-ха. Вĕсене вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи тĕп характеристикăсене иккĕмĕш пĕлтерĕшлинчен уйăрса илме хĕнĕ. 5–10 çул вĕрентекенсен опыт пухăнать. Вĕсене компетентлă теме юрать, лару-тăрăва хăйсене пăхăнтарма пултараççĕ. Хăйсен опычĕ çине таянма тăрăшаççĕ. 10–20 çул ĕçлекенсен професси ăсталăхĕ палăрать. Вĕсем педагогика ĕçне лайăх ăнланаççĕ, çав ĕçĕн чи кирлĕ элеменчĕсене уйăрма пĕлеççĕ. 20 çулран ытларах ĕçлекенсене экспертсем теме те юрать. Вĕсем кирек мĕнле ыйтăва та çийĕнчех татса пама, тарăна пытаннă пулăмсене курса-туйма, пĕлтерĕшсĕррине пăрса хăварма, ачасен тыткаларăшне хăйсене пăхăнтарма пĕлеççĕ. Паллах, çак чикĕсем условно. Вĕрентекенĕн професси ăсталăхне тĕп-тĕрĕс балпа виçме çук. Пурнăçра вĕт пурте танлаштаруллă шайра.
Харпăр хăй ĕçне чунтан юратакан, 20 çултан кая мар ĕçленĕ опытлă педагогсем пирĕн ассоциацире. Çав вăхăтрах 2 вĕрентекенĕн кăна аслă категори, эпир ку ыйтăва секци занятийĕнче паянах хускатăпăр. Пирĕн ассоциацири вĕрентекенсен те, пирĕн предметсене вĕренекенсен те ППЭ результачĕсем пысăк, эппин вĕрентекенсен професси ăсталăхĕ те пысăк. Ăнсăртран мар вĕренекенсем олимпиадăсенче, конференци-фестивальсенче мала тухаççĕ. Вĕрентекенĕн професси ăсталăхĕпе ачасен пĕлĕвĕ тÿреммĕнех çыхăннă".
В.И.Шибалова, Мучарти ача сачĕн воспитателĕ.
"Воспитатель – ача садĕнчи чи курăмлă çын. Вăл куллен ачасемпе, унпа ачасен ашшĕ-амăшĕ канашлать. Унăн ача тĕнчине лайăх пĕлсе тăмалла: мĕн килĕшет ачана, тантăшĕсем хушшинче мĕнле тытать вăл хăйне, çитĕннисемпе мĕнле калаçать тата ыт.те. Тавра курăмлă, ачана лайăх ăнланакан, хисеплекен, ăна ырра вĕрентекен воспитатель пĕчĕкскерсем умĕнче кăна мар, ашшĕ-амăшĕ умĕнче те хăвăрт сум çĕнсе илет.
Воспитани ĕçĕнче те пултарулăх, чăтăмлăх кирлĕ. Ачасене кăсăклантарма, вĕсемпе пĕрле хавхаланма пултаракан воспитатель ачасемшĕн чăннипех телей. Çавăнпа та воспитателĕн професси ăсталăхне вĕçĕм ÿстерсе пыма тăрăшмалла, çав шутра хăй тĕллĕн вĕренсе те. Программăсем, технологисем çĕнелсе лайăхлансакх пыраççĕ. 2008 çултанпа эпир М.А.Васильева программипе ĕçлетпĕр. Пирĕн коллектив районти, республикăри конкурссене хутшăнма тăрăшать. “Ача сачĕ пулăшнипе – сывă çемьере” республикăри смотр-конкурса хутшăнса спорт хатĕрĕсем çĕнсе илтĕмĕр. Ачасем тренажерсене питĕ килĕштереççĕ. Вĕсем сывă пурнăç йĕрки патне выртакан туртăма аталантараççĕ.
Ачасене воспитатель енчен чун ăшши питĕ кирлĕ. Чун ăшши пулмасан, методика тĕлĕшĕнчен çав тери çÿллĕ шайра пулсан та, ачасемшĕн усăллă, кирлĕ специалист пулаймăн".
Р.А.Иванова, Тĕмерти вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕрентекен.
"Иртнĕ вĕренÿ çулĕн тăваттăмĕш чĕрĕкĕнче шкул программине çĕнĕ предмет – “Тĕн культурисен никĕсĕсем тата гражданла этика” хушăнчĕ. Унăн тĕллевĕ – йăлана кĕнĕ идеалсемпе пахалăхсен никĕсĕ çинче ачасене йĕрке-тирпей воспитанийĕ парасси, хамăрăн нумай нациллĕ çĕр-шывра пĕр-пĕрне илтме, хисеплеме вĕрентесси, тĕрлĕ тĕнсемпе, халăхсен культурипе паллаштарасси.
Çĕнĕ предмета вĕрентекенсем апрельте республикăри Вĕрентÿ институтĕнче курссенче пултăмăр. Ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăннипе шкулсен 80 проценчĕ “Православи культурин никĕсĕсем” курса суйласа илчĕ. Пуянкасси шкулĕнче “Гражданла этика”, Тушкил шкулĕнче “Тĕнчери тĕнсен историйĕ” курссене вĕренеççĕ. Уроксенче электронлă пособисемпе усă куратпăр. Видео, илемлĕ ÿкерчĕксем куратпăр, ыйту-хурав меслетпе, тестсемпе ĕçлетпĕр, тренажерпа хамăр хуравсене тĕрĕслетпĕр. Пĕрремĕш урока, “Раççей – пирĕн Тăван çĕршыв” темăпа, ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшне явăçтарса ирттертĕмĕр. Килĕшрĕ. Хăй енчен ку шкулпа çемье хутшăнăвĕсене те çирĕплетмелле, ачасен аталанăвĕ çине ырă витĕм кÿмелле пек.
Пирвайхи утăмсем яланах йывăр. Материала типĕрех, наука чĕлхипе çырнă. Учителĕн ăна ачасене ăнланмалла, ансатрах чĕлхепе каласа пама тивет. Ырăлăх, юрату ăнлавсем пирки ачасене тăван чĕлхепе ăнлантарни вырăнлăрах пек. Çавăнпа та учебник чăвашла пулни лайăхрах. Хальлĕхе ятарлă ĕç тетрачĕсем те çук-ха, вĕсем вара питĕ кирлĕ. Вĕсем вăхăта перекетленĕ пулĕччĕç, ăнланаслăха ансатлатăччĕç. Кашни урок валли плакатсемпе таблицăсем хатĕрлеме тăрăшатăп. Вĕт компьютер класĕ пур чухне те пушă тăмасть.
Çĕнĕ предмета шкул программине кĕртнине ырлатăп. Ăна вĕрентессине пирĕн аталантарса, лайăхлатса пымалла. Çĕнĕ предмет ачасене тÿрĕ чунлă, ырă кăмăллă пулма, ÿт-пÿрен те, чунпа та сывă та таса пулма вĕрентет".
Источник: "Ял ĕçченĕ"