27 августа 2010 г.
Ачасем – пурнăç чечекĕсем, тесе ахальтен каламаççĕ. Тĕмер ялĕнче пурăнакансем те çавăн пек шухăшлаççĕ. Ялта ача сачĕ 1984 çултанпа ĕçлет.
Еплерех лайăх условисем туса панă унта пĕчĕк çынсем валли! Виççĕмĕш çул ĕнтĕ ача садне Кармал, Вăтаяль ялĕсенчен те 20 ытла ача çÿрет. Н.Н.Жилкина воспитатель, ăна пулăшакан Р.И.Никитина, З.Х.Кучерова повар паянхи кунчченех пĕчĕкскерсемшĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем пепкесене аталанма пулăшаççĕ, вăйăсем выляттараççĕ, кунне виçĕ хутчен апат çитереççĕ. Çуллахи вăхăтра 30 ача çÿрет иккен, черетре тата 20 ача тăрать.
И.П.Краснова Тĕмерти ача садне 4-мĕш çул ертсе пырать, чылай тăрăшать. Кăçал çуллахи вăхăтра пÿлĕмсенче линолеум улăштарнă, сăрланă, алă çумалли çĕре ăшă шыв илсе пынă, хÿмесем çĕнĕрен тытнă, вылямалли площадкăна та тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетнĕ. Кухньăра – çĕнĕ савăт-сапа.
Ачасен ашшĕсем, А.В. Чмиков, В.И.Чмиков, А.Г. Синяков, Н.А.Манишев чылай пулăшнă юсав тума. А.В.Хумышев предприниматель те ырă кăмăллă пулнине палăртмалла. Хăй магазинĕнчен сăрăсем, ытти тавар илсе килсе панă. Ача сачĕн работникĕсем отпускра пулнине пăхмасăр ĕçлерĕç. Пурте пĕрле тăрăшнипе икĕ эрне хушшинчех юсаса пĕтерчĕç. Инна Петровна çавăн пек хастар пулнăшăн ачасен ашшĕ-амăшне, А.В.Хумышева, ĕçтешĕсене чун-чĕререн тав тăвать.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр ĕнтĕ Тĕмерти ача сачĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"