27 августа 2010 г.
–çавăн ятлă акци иртрĕ Тушкилте. Ăна Раççей Патшалăх Ялавĕн кунне халалланă.
Акцие шкул çулне çитмен тата 12–13 çулсенчи ачасем хутшăнчĕç. Уява йĕркелекенсем (çамрăксен ĕçне йĕркелесе, ертсе пыракан канаш председателĕ И.Филиппова) ачасене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç: мĕнле уяв вăл Патшалăх Ялавĕн уявĕ. Раççей ялавĕ мĕнле тĕссенчен тăрать. Чăваш Республикин Президенчĕ Кам. Эсир Путин çинчен илтнĕ-и. Санăн хăв пурăнакан çĕр-шыва мĕнле курас килет, тата ытти те.
Юлашки ыйту çине пурте пĕр евĕр хурав пачĕç: хамăр пурăнакан çĕр-шыва илемлĕ, таса курас килет, унта ачасемшĕн савăнăçлă пултăр.
Ачасем “Триколор”, “Раççей çыннисем” тата “Таса Раççей” кормандăсем çине пайланса викторинăна хутшăнчĕç. Кашни команда хăйĕн девизне шухăшласа кăларчĕ, капитан суйларĕ. Унтан пурте пĕрле тĕп урамсенчи çÿп-çапа пуçтарчĕç. Акцие хутшăнакансене пылак парнесем парса хавхалантарнă.
Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ – ачасене пĕчĕкрен тасалăха хаклама, çут çанталăка упрама вĕрентесси.
Источник: "Ял ĕçченĕ"