Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур Чутей хĕрĕсем

18 декабря 2009 г.

Спорткомплексра шкул ачисен республикăри Спартакиади шучĕпе 1992 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах вĕренекенсен волейбол ăмăртăвĕсем пулчĕç. Эльпуç, Мучар тата Тĕмер шкулĕсемсĕр пуçне вĕсене ытти шкулсем пурте хутшăнчĕç.
Хĕр ачасем хушшинче чутейсем ыттисенчен пуçтарăнарах, хавхаланарах вылянине палăртмалла. Финалта вĕсем 1-мĕш партие нăрвашсене 11:25 шутпа выляса ячĕç пулин те 2-мĕшĕнче хăйсене алла илчĕç, кашни мечĕкшĕн кĕрешрĕç. Лена Яклашкина сетка умĕнче ăста вылярĕ. Командăра лидер, дирижер пурри сисĕнет, хĕр ачасем пурте пĕр шухăшлăн çав тивĕçе Таня Шамбулина пурнăçласа пынине палăртрĕç. Командăна кăçал ăмăртусене В.Шамбулин хатĕрленĕ пулин те, унччен тренерта тăрăшнă Е.Шамбулинан ăсталăхне кăтартмасăр хăварма çук. Елена Ивановнан почеркĕ аванах сисĕнет вăйăра. Команда чăмăртанса çитнĕ, пурте пĕр яваплăх туйăмĕпе, пĕр тĕллевпе выляççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çухалса каймарĕç Чутей хĕр ачисем: 2-мĕш партие 25:16, 3-мĕшне 15:5 шутсемпе выляса илчĕç. 2-мĕш вырăна тăрса юлнă нăрвашсем те маттур. Вĕсем тан вăйăра тушкилсене çĕнтерсе финала çитрĕç. Хальлĕхе вĕсен, тен, кĕрешÿ опычĕ çитсех каймасть. 3-мĕш вырăнта – Тушкил хĕр ачисем.
Арçын ачасем хушшинче тушкилсем финалта йăнтăрчăсене “типĕлле” 2:0 шутпа (25:11, 25:13) парăнтарчĕç. 3-мĕш вырăн нăрвашсем йышăнчĕç. Чутей, Тушкил шкулĕсем çуллен малтисен йышĕнче, юлашки çулсенче вара нăрвашсем те малаллах талпăнаççĕ. Çакна ырламалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика