18 декабря 2009 г.
Тушкил шкулĕнче КВНсем ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Пĕрре кăна мар районта çĕнтерсе, республикăра та хÿтĕленĕ Тăвай Ен чысне. Кăçал вăйă тематикине кулленхи тĕлĕнтермĕшсемпе çыхăнтарчĕç. Малтанах 6–8 классенче вĕренекенсем тупăшăва тухрĕç. Тĕрлĕ конкурссенче тавçăрулăха кăтартмалла пулчĕ вĕсен. Тĕслĕхрен, “Король, питĕ кăмăллă, король” (пĕр-пĕрне саламлани), “Манерсĕр, килĕшÿсĕр, кулăшла, ăссăрла, тĕлĕнмелле илемлĕ” (музыка заданийĕ), “Шăп та лăп çур çĕрте” тата ыттисенче.
Çивĕч иртрĕç вăйăсем командăсен хушшинче. 18 балл пухса “Шмакодявки” ушкăн (6 кл.) малти вырăна тухрĕ. «Мыскараçăсемпе» (8 кл.) “Çирĕп мăйăрсем” (7 кл.) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Каçхине вара хаваслисемпе тавçăруллисен клубĕн вăййине 9–11 классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Пултарулăха тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслесе вуннăмĕшсем чи нумай балл пухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – 9 тата 11 классем.
КВН хыççăн дискотека пулчĕ. Мала тухнă командăсене жюри парнесем парса хавхалантарчĕ. Андрей Николаевич Моряков предприниматель спонсор пулчĕ. Эпир ăна уяв йĕркелеме пулăшнăшăн тав тăватпăр. Пирĕн шкулти КВН команди районти вăйăра малти вырăна çĕнсе илсе, республикăри фестивале хутшăнма тивĕç пулчĕ. Вăл 2010 çулта январьте иртет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"