15 января 2010 г.
Тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ пирĕн шкулта. Эпĕ те тĕрлĕ кружоксене çÿретĕп, анчах пуринчен ытла мана ал-ĕç ăстисен кружокĕ килĕшет. Ăна Л.Краснова ертсе пырать. Вăл вĕрентнипе тата пулăшнипе эпир тем те ăсталатпăр: рамкăсем, атлас хăюран чечексем, браслетсем, хăлха çаккисем, бисертан шăрçасемпе эрешсем, салфеткăсем çыхатпăр, тĕрĕ тĕрлетпĕр, пусмаран теттесем çĕлетпĕр. Пире вĕрентекен çав тери ырă кăмăллă, яланах çынна пулăшма хатĕр. Çавăнпа эпир унăн занятийĕсене пĕр сиктермесĕр çÿретпĕр.
–Çамрăкла вĕренни – чул çинче, ватăлсан вĕренни – юр çинче, – тет Любовь Геннадьевна.
Кашни чĕрĕк вĕçĕнчех кружокра ăсталанă ĕçсенчен шкулта курав йĕркелеççĕ. Варварăпа Никита Ядгоровсем районти “Анне чĕри” конкурса хутшăнса малти вырăнсем йышăнчĕç. Кружок членĕсен ĕçĕсемпе паллашма ытти шкулсенче вĕренекенсене те йыхравлатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"