29 января 2010 г.
Хĕллехи сивĕ кунсем тăраççĕ. Ял урамĕсем, кил картишĕ, сукмаксем çил-тăман алхассан юрпа хуплансах лараççĕ. Çак вăхăтра пĕччен пурăнакан ватă çынсене уйрăмах йывăр килет. Хăшĕсен кил таврашĕнчен юра тасатма вăй-халĕ те çитмест.
Эльпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем ватăсене йывăр чухне пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Çак кунсенче 9 класра вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ Эльпуç ялĕнче пурăнакан Клавдия Федоровна Зайцева пенсионерка патĕнче пулчĕ.
Клавдия Федоровна нумай вăхăт пирĕн шкулта техслужащире ĕçленĕ. Ĕçре яланах тăрăшулăхпа палăрнă. Паянхи кун та ăна ырă сăмахпа кăна аса илеççĕ.
Шкулта вĕренекенсем картишĕнчи юра тасатса пачĕç. Пенсионерка ачасен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ, тутлă кучченеçсемпе хăналарĕ.
Часах Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитет. Ялсенчи палăксене пăхса тăрасси пирĕн таса тивĕç тесе шутлатпăр. Эльпуç ял поселенине тăватă ял кĕрет. Вĕсенчи палăксем патĕнчи юра тасатса кăлартăмăр. Унта пымалли сукмаксене йĕркене кĕртрĕмĕр. Çак ĕçсене пурнăçлама шкулта вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"