26 января 2010 г.
2009 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчен декабрĕн 16-мĕшĕччен республикăра 9–11 классенче вĕренекенсем хушшинче дистанци олимпиади иртрĕ (2008–2009 вĕренÿ çулĕнче ăна районти 29 вĕренекен хутшăннă, пĕри çĕнтерÿçĕ пулнă тата малтисен шутне 1 вĕренекен кĕнĕ; 2007–2008 вĕренÿ çулĕнче районтан 62, 2006–2007 вĕренÿ çулĕнче 98 участник тата çуллен пĕрер çĕнтерÿçĕ пулнă).
Республикăри VII дистанци олимпиадинче (вăл 3 номинацире иртнĕ) районти 40 вĕренекен тупăшнă, хуласемпе районсем хушшинче мала тухнă вырăнсен шучĕпе тăвайсем пĕрремĕш вырăн йышăннă.
“Халĕ тĕнчене информацие ыттисенчен маларах системăлама тата унран пĕлÿ илме пĕлекен тытса тăрать”, – тенĕ Н.В.Федоров Президент ЧР Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче. Дистанци олимпиадине хутшăннисем компьютерпа ĕçлеме лайăх хăнăху илнине, тарăн пĕлĕве, тавракурăма, шкул программинче çук наука облаçĕсенче те хăйсем япăх мар чухланине кăтартса пачĕç. Вĕсем илнĕ пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курма, Интернет сетĕнче шырама пĕлни палăрчĕ.
Январĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районтан малти вырăн йышăннисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем – Чутей шкулĕнчи Татьяна Шамбулинапа Елена Яклашкина (ертÿçи Л.Афонова химик-биолог), Мучар шкулĕнчи Елена Муханова вырăс чĕлхипе тата литературипе, (вĕрентекенĕ Е.Бахмутова), Тăвай шкулĕнчи Кристина Платонова (историпе, вĕрентекенĕ И.Порфирьева), Ольга Волкова (географипе, вĕрентекенĕ Е.Павлова), Роман Николаев (вырăс чĕлхипе тата литературипе, вĕрентекенĕ Е.Хвостова). Олимпиадăра малти вырăнсем йышăннисене пурне те хаклă парнесем, вĕсене хатĕрленĕ педагогсене тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"