Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профессор Тăвайри шкулта пулчĕ

02 февраля 2010 г.

Профессор Тăвайри шкулта пулчĕ

Тăвайри вăтам шкулта ĕçлекенсен тата вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе паллашма тĕрлĕ районсемпе регионсенчен килеççĕ тăтăшах. Кунти коллективпа Чăваш педагогика тата патшалăх университечĕсенчи, ял хуçалăх академийĕнчи, колледжсенчи, ытти аслă шкулсен филиалĕсенчи преподавательсем те туслă çыхăну тытаççĕ, тăвайсен пĕлÿ парас ĕçĕпе тата лайăх вĕренес тĕллевĕпе кăмăллă юлнине палăртаççĕ.
Иртнĕ эрнере район центрĕнчи базăллă шкулта вĕренекенсем тĕл пулусенче хăйсен тавракурăмне анлăлатма пултарчĕç. Университет профессорĕпе, ЧР электротехника наукисен Академийĕн членĕпе, радиотехникăпа электроника факультечĕн деканĕпе, пирĕн районта çуралса ÿснĕ В.Пряниковпа шăматкун ирхине тăхăр сехетре пуçланчĕ калаçу. Актовăй зала пухăннă хĕрсемпе каччăсем, 11 класра пĕлÿ пухакансем, Виссарион Семеновича ура çине тăрса кĕтсе илчĕç.
Шкул директорĕ А.Кириллов сумлă хăнапа паллаштарчĕ, унтан сăмах пачĕ.
Техника наукисен докторĕ В.Пряников Чăваш патшалăх университетĕнче çамрăксене асăннă факультетра вĕрентессине мĕнле йĕркелени, кĕске вăхăтрах сулмаклă утăмсем тума май килни, халь унта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем çинчен тата хĕрсемпе каччăсем илекен специальноçсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. “Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли” Çырура палăртнă аслă шкулсенчи вĕренĕве тата ытларах тимлĕх уйăрма сĕнекен ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн сăмахĕсене илсе кăтартрĕ. Çавăн пекех университета Раççей Правительствин Председателĕ В.Путин килсе кайни пирки пĕлтерчĕ. “Пирĕн факультетран хальхи саманана тивĕçлĕ, аслă пĕлÿллĕ инженерсем тухаççĕ. Çĕнĕ технологипе, электронлă приборсем тăвассипе тата вĕсене ĕçлеттерсе пăхассипе кăсăкланакансене эпир хаваспах кĕтетпĕр. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене пысăк балсемпе тытнă хыççăн радиотехникăпа электроника факультетне вĕренме пыма чĕнетпĕр”, – терĕ калаçăвне вĕçлесе Тăвай енĕн хисеплĕ çынни, Виссарион Семенович Пряников. Районта çуралса ÿснĕ, хăйсен факультетĕнчен вĕренсе тухса пурнăçра тивĕçлĕ çулĕсене тупнисене асăнчĕ, халь пĕлÿ пухаканнисене те ырăпа палăртрĕ. Профессорпа пĕрле пиллĕкмĕш курсра вĕренекен Д.Александров килнĕ тĕл пулăва. Вăл лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать иккен.
Декан Тăвайри вăтам шкула кĕнекесем парнелерĕ. Анатолий Николаевич Виссарион Семеновича ăшă калаçушăн тав турĕ, кĕнеке пачĕ.
Çакăн хыççăн залра ларакан çамрăксем ыйтусен хуравĕсемпе кăсăкланчĕç. Пĕрисем унтан вĕренсе тухсан ĕç тупма май пурри пирки пĕлесшĕн, теприсене пĕлÿ илмелли условисем канăç памаççĕ, виççĕмĕшсем мĕнле предметсемпе ытларах вĕренмелли çинчен ыйтрĕç тата ытти те. Кашнин ыйтăвне туллин хуравлама тăрăшрĕ сумлă хăна.
Тĕл пулу хыççăн та В.Пряников ентешĕмĕрпе уйрăлма васкамарĕç Тăвайри вăтам шкулти вунпĕрмĕшсем.
Пирĕн районти çамрăксен те малашлăхĕ çутă пултăр тесе тимлет В.Пряников. Хăш-пĕр студентсен ашшĕ-амăшĕсемпе калаçма та вăхăт тупрĕ вăл, тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕ.
Çав кунах Чăваш патшалăх университечĕн радиотехникăпа электроника факультечĕн деканĕ В.Пряников Тушкилти вăтам шкулта пулнă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: университет профессорĕ В.Пряниковпа Тăвайри вăтам шкул директорĕ А.Кириллов.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика