12 февраля 2010 г.
Район администрацийĕнче Тăвай Енри волонтерсем çавра сĕтел хушшине пухăнчĕç. Район пуçлăхĕ Н.И.Иванов 30 ачана савăнăçлă лару-тăрура ятарлă документ – волонтерсен кĕнеки – пачĕ. Николай Ильич районта волонтерсен йышĕ ÿссех пынине, çак ирĕклĕ юхăма хутшăнса çамрăксем ырă ĕçсем тунине ырларĕ.
Ятарлă кĕнекере волонтерсен пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ çырăнса пырать. Тĕслĕхрен, общество пурнăçне, тĕрлĕ акцисемпе форумсем хатĕрленсе ирттерме хутшăнни, ача-пăча çурчĕсенче, социаллă учрежденисенче ĕçлени, ветерансене, ватăсене пулăшни тата ыт.те.
Çавра сĕтел хушшинче çавăн пекех тунă ĕçсене тишкерчĕç, районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче волонтерсен юхăмне ирĕклĕ майпа хутшăнассине пропагандăласси çинчен калаçрĕç. Тăвайри, Тушкилти, Эльпуçĕнчи вăтам шкулти волонтерсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"