16 марта 2010 г.
Шкул ачисем хушшинчи ХII спартакиада шучĕпе “Ылтăн шайба” клуб парнисемшĕн пынă республикăри вăйăсем вĕçленчĕç. Вĕсем 4 ÿсĕм ушкăнĕнче пычĕç, Тăвай районĕ 4 ушкăнĕнче те вăйăсене хутшăнчĕ. Хутшăнмасан та пултарнă, мĕншĕн тесен хоккей, Вăрманхĕррипе Чÿкçырми çамрăкĕсене шутламасан, урăх пĕр ялта та аталанман.
Чÿкçырмисемпе вăрманхĕррисене вара мухтамалла. Юрать вĕсем хушшинче пуçаруçăсемпе хăйне евĕр фанатсем пур. Çавсем тăрăшнипе кăна район чысне хÿтĕлесе хăварма пултартăмăр. Пĕрремĕшĕнченех Владимир Геннадьевич Иванова тав тумалла. Вăл ачасен тренерĕ те, вĕсен интересне хÿтĕлекен те, лайăх йĕркелÿçĕ те. Çакна 1997–1998 çулсенче çуралнă çамрăк хоккеистсем республикăра иккĕмĕш, чи кĕçĕннисем (1999–2000) тата аслă ушкăнри çамрăксем (1992 çулта тата унран каярах çуралнисем) финала тухса 4-мĕш вырăнсем йышăнма пултарни те çирĕплетет. Çакна кашни район йĕркелеме те пултараймĕ. ДЮСШ тренерне çак ĕçре Тăвайри вăтам шкулти физкультура вĕрентекен М.Алексеев та, ялти çамрăксем те нумай пулăшрĕç, вĕрентÿ пайĕ вăхăтра транспортпа тивĕçтерчĕ.
Катока çамрăксемпе ветерансем нимелле тунă, типтерлĕ пăхса, тасатса тăраççĕ. Çамрăксем ăсталăха ÿстерччĕр тесе, площадкăна çитĕннисемпе ветерансем те клюшкăсемпе тухаççĕ. Болельщиксем вара икĕ ялĕпех пухăнаççĕ, вĕсен хушшинче хĕрсем те, хĕрарăмсем те, ваттисем те, ача-пăча та тулли.
Çакă кăна кăмăла хуçать: районти пĕр ялта та хоккей коробки те, каток та çук, Чÿкçырми ялĕпе Тăвай шкулĕнне шутламасан. Мĕншĕн хисепре мар пирĕн районта хоккей. Ытти районсен çамрăк хоккеисчĕсем вăййа чăн-чăн формăсем тăхăнса тухаççĕ. Вĕсене формăсем туянса пама район администрацийĕсем пулăшнă. Пирĕн районта та, яваплă çынсем кĕр вĕçĕнче кашни шкул ертÿçи тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе ачасемпе çамрăксем валли хоккей коробки е каток йĕркелеме циркуляр ярса парсанах, лав вырăнтан хускалнă пулĕччĕ. Кашни ялтан пĕрер пултаруллă ачана район командин йышне илес пулсан та, пирĕн район команди малтисен шутне кĕрĕччĕ. Халĕ вара хăш-пĕр ушкăнсенче пирĕн командăра вылякансене ылмаштарма пĕр хоккеист та тупаймастăн. Лаша пек талпăнса ĕçлеме тивет ачасен. Ытти районсем икшер “пятеркăпа” выляççĕ. Ачасене кăшт кантарса илес пулсан, вĕсем вăй илсе тата çĕкленÿллĕрех вылянă пулĕччĕç.
Пирĕн чун ыратăвне тивĕçлĕ органсем илтессе, çитес вĕренÿ çулне кашни ял поселенийĕнче, кашни шкулта ачасем валли катоксем тăвасса чĕререн шанатпăр. Каток пулсан, формăсем те, конькисемпе клюшкăсем те, пуçаруçăсем те тупăнаççĕ. Циркулярпа пĕрле вырăнтан та кăшт тăрăшулăх кирлĕ. Коньки, йĕлтĕр пекех, хĕллехи кунри савăнăç, сывлăхпа сывă пурнăç йĕрки. Атьăр мирпе тытăнар та ку ыйтăва яланлăхах татса парар. Хоккей вăййине аталантарас ĕçре спонсорла пулăшу панăшăн Александрпа Сергей Хумышев предпринимательсене, Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхне А.Ломоносова, “Энергосеть” ООО ертÿçине Г.Сергеева чĕререн тав тăвать тренер.
Источник: "Ял ĕçченĕ"