Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШЛĂХШĂН ТĂРĂШАКАН

09 февраля 2010 г.

ЧĂВАШЛĂХШĂН ТĂРĂШАКАН

Вĕрентекен... Мĕнле туйăмсемпе пуян пулмалла-ши çыннăн çак профессипе нумай çул хушши, тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçлес тесен( Ман шутпа ырă, çепĕç, ăшă кăмăллисем, сăпайлисем, тÿсĕмлисем, пысăк чун-чĕреллисем, юнашартисемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекенсем, культурăпа этикăна малти вырăна хуракансем, вĕренекенсемшĕн хăйĕн вăхăтне шеллеменнисем, суйласа илнĕ тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçлакансем ĕçлеме пултараççĕ шкулта, учительсен тата нумай-нумай лайăх енĕсене асăнма пулать. Чи сăваплă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе, пурнăç калчисене пĕлÿ парассине туса пырать те çавăнпа вĕрентекен. Унăн курăмлă ĕçĕсене шкул, район, республика, çĕр-шыв шайĕнче хаклаççĕ. Май килнĕ таран пулăшма, тĕрлĕ мелпе хавхалантарма тăрăшаççĕ пирĕн ачасене пĕлÿ тĕнчипе илсе çÿрекене. Ĕçне пысăка хурса хакланăран ĕнтĕ 2010 çула акă, вĕрентекене халалларĕç. Вĕсенчен кашнин пирки лайăх сăмахсем кăна çырма пулать. Районти педагогсем пурте мухтава тивĕçлĕ. Хальхинче вара Тăвайри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Алексеевна Степанова ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарасшăн.
Вăрмар районĕнчи Сĕнтĕр ялĕнче çутă тĕнчене килнĕ вăл. Шкула кайма пуçличченех вулама, çырма хăнăхнă харсăр хĕрача. Парта хушшине ларсан вара чăвашла çырнă кĕнекесем патне ытларах туртăннă. “Аннен аппăшĕ, Валентина Васильевна Васильева, 40 çула яхăн пуль чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вăл чăн чăвашла калаçни питĕ кăмăла каятчĕ. Тен, çавăнпах пуль, унăн ĕçне малалла тăскан пулма шухăшларăм”, – ăшшăн кулса, сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ хĕрарăм.
Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. 1989 çулта чăваш чĕлхипе, литературипе вĕрентме пултаракан аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă Вăрмар ен хĕрĕ. “Диплом илнĕ виçĕ çамрăка Тăвай районĕнчи шкулсене ĕçлеме янăччĕ. Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорĕнче В.Петровчĕ ун чухне. Владимир Васильевич хăйсемпе пĕрле ĕçлеме сĕннĕччĕ, килĕшрĕм. Тепĕр çулхине вара район центрĕнчи шкула куçрăм”, – аса илет Г.Степанова.
Хĕр ăçта ĕçлеме каять, çавăнта мăшăрланать, тени те чăна килнĕ уншăн. Енĕш Нăрваш каччипе, Юрий Николаевичпа çемье çавăрнă учительница. Виçĕ ача çитĕнтернĕ Степановсем. Костя ялти шкулта – 11 класра, Кристина пиллĕкĕмĕшĕнче пĕлÿ пухаççĕ. Катя çитес çул шкула кайма хатĕрленет.
–Кил хуçалăхри ĕçсене те туса ĕлкĕрмелле, ачасене те тимлĕх уйăрмалла, тепĕр яла вĕрентме çÿремелле. Çитменнине Тăвайри ачасем ытларах вырăсла калаçаççĕ. Йывăр мар-и( – тĕпчерĕмĕр эпир.
–Тавлашура тĕрĕслĕх çуралать тенешкел, йывăрлăхра çирĕп кăмăл аталанать. Тата хавхаланса ĕçлес килет. Çирĕммĕш çул çÿретĕп ирсерен тепĕр яла, хăнăхрăм темелле пуль. Мăшăрăн амăшĕ, Анастасия Ивановна, чылай пулăшать. Выльăх-чĕрлĕхе тата ачасене пăхать. Шкултан киле каçхине кăна çитетĕп çав. Хам çак çула суйласа илнĕ, темĕнле йывăр пулсан та, пăрăнмастăп ĕнтĕ унран, – хуравларĕ Галина Алексеевна.
Уроксем ирттернисĕр пуçне класс ертÿçин тивĕçĕсене те аван туса пырать тăрăшуллă учительница. Тăвайри вăтам шкулта 5 “б” класра вĕренекенсем Г.Степанована иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хураççĕ. Вăл йĕркелесе пынипе пĕлÿ илес енĕпе, шкулти тĕрлĕ мероприятисенче активлăх кăтартаççĕ.
Пĕрремĕш категориллĕ учительница хăйĕнчен те çирĕп ыйтать, тăтăшах çĕнĕлĕхсем шырать. Акă, “Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх кабинечĕ” республикăри конкурсра иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă вăл темиçе çул каялла. Фотоаппарат парса хавхалантарнă ентешĕмĕре.
“Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ” ятлинче те парнене тивĕçлĕ пулнă. Кăçал педагогика университетĕнчи наукăпа практика конференцийĕнче ырă тĕслĕх кăтартнă.
Пуян опытлă педагогсемпе тăтăшах канашлать Галина Алексеевна, вĕсенчен вĕренме тăрăшать. Хăй вĕрентнисем унăн çулне суйласа илнĕшĕн хĕпĕртет. О.Егоровапа юнашар ĕçлеççĕ ак, Н.Юсова тата ыттисем те ачасене пĕлÿ параççĕ. Вĕрентекен çулталăкĕнче чăвашлăхшăн тăрăшакансем, чăваш чĕлхин малашлăхне çул уçса пыракансем татах йышлăланасса шанать, çутă ĕмĕтсемпе пурăнать.
–Республикăна аталантарассишĕн тăван халăхăмăр Николай Васильевич Федоров Президент ертсе пынипе чылай ĕçлет. Чăваш Ен çитĕнĕвĕсемпе Раççей ертÿçисем те интересленме пуçларĕç. Нумаях пулмасть РФ Правительствин Председателĕ Владимир Владимирович Путин килсе кайрĕ, чăвашсен харсăрлăхĕпе кăмăллă юлчĕ. Эппин эпир пулнă, пур, пулатпăр, – тет Г.Степанова.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри вăтам шкулти Г.Степанова учительница ĕçре.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/home/556/2010/publikazii/09.02.2010.doc

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика