10 марта 2010 г.
Хура тинĕс хĕрри... Хумсем пĕрин хыççăн тепри çыран еннелле ыткăнаççĕ. Утса пынă чухне савăнăç, хавхалану чун-чĕрене тулать, тинĕс юрри шухăша ярать. Йĕри-тавра – тусем, илемлĕ йывăçсем. Çулсен айккисемпе яштака та çÿллĕ кипариссем ÿсеççĕ. Кунти паркра пирĕн вăрмансенче ÿсмен йывăç нумай. Çакăн пек хитре вырăнта вырнаçнă “Орленок” лагерь. Вăл çулталăк тăршшĕпех ĕçлет, пурĕ çичĕ лагерь унта. Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 7-мĕшĕччен Чăваш Республикинчен çирĕм ача тивĕçлĕ пулчĕ унта канма.
“Строительный” лагерьте пултăм эпĕ, тĕрлĕ хуларан килнĕ çамрăксемпе паллашрăм, темĕн те çĕнни куртăм, пĕлме тăрăшрăм. Пĕр уйăх хушшинче тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнтăм, пĕлĕве малалла анлăлатрăм, “Тинĕс экологийĕ” конференцине хутшăнтăм.
Пĕрремĕш хут килекене кунти çанталăк чăнах тĕлĕнтерет. Çитнĕ кун ăшă, хĕвел пăхатчĕ, сип-симĕс курăк ешеретчĕ. Пĕррехинче вара таврана шап-шурă юр хупăрларĕ. Тепĕр куннех пĕр юр пĕрчи те юлмарĕ. Çанталăк улшăнса илни пире пĕрре те чăрмантармарĕ. Çĕнĕ вырăнта тĕрлĕ çул çÿревре пултăмăр. Авиаципе космонавтика çурчĕ хăйĕн экспоначĕсемпе тĕлĕнтерет: спутниксем, луноходсем, космонавт скафандрĕсем. Астрономи наукине юратакансем валли обсерватори пур. Кунта чăн-чăн телескоппа çăлтăрсем çине пăхса киленме пулать. Культурăпа спорт керменĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Канакансем валли бассейн та пур. Чăннипех те аван “Орленокра”. Çамрăклăхăн савăк самантне туйрăмăр. Асăннă лагерьте пулса курни маншăн питĕ пысăк савăнăç, телей тесе шутлатăп. Шкулти тăрăшуллă ачасене пысăк çитĕнÿсем тусан Хура тинĕс хĕррине кайса курма ырлăх-сывлăх сунатăп. Хама вĕренÿре пулăшса пыракан атте-аннене, учительсене тав тăватăп.
Источник: "Ял ĕçченĕ"