Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вуннăмĕш хут ирттереççĕ

12 марта 2010 г.

Енĕш Нăрвашпа Тăрмăш ялĕсенче пурăнакансем пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытаççĕ. Вунă çул ĕнтĕ учительсемпе вĕренекенсем спорт вăййисенче ăмăртаççĕ. Кăçал ку мероприяти Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта пулчĕ. “Ырă кăмăллăх вăййисем” ят панă ăна. Унăн тĕллевĕсем: икĕ коллектив хушшинчи туслăха, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси, спорт вăййисене аталантарасси.
Пĕрремĕш юлташла тĕл пулу 2000 çулта Енĕш Нăрваш шкулĕнче иртнĕ. Ăна шкулсен директорĕсем – В.Петровпа В.Сидоров йĕркеленĕ.
Кăçалхи мероприятие района туса хунăранпа 75 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалларăмăр.
Ăмăртусем хыççăн Енĕш Нăрваш шкулĕн коллективĕ çĕнтерни çирĕпленчĕ. Мала тухнă командăсене, уйрăм çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе пĕчĕк парнесем парса хавхалантарнă. Ю.Арестов, З.Андреева, А.Афанасьев, Л.Степанова учительсемпе Д.Иванов водитель тата Т.Евдокимова, И.Трофимов, И.Николаев, А.Майраслов, А.Павлова вĕренекенсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Енĕш Нăрвашри вăтам шкул дирекцийĕ спонсорла пулăшу панăшăн В.Филипповпа Л.Николаева предпринимательсене тав тăвать. Ырă ĕçсем патне малашне те вĕсемпе пĕрле утасса шанать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/home/556/2010/publikazii/12.03.2010.doc

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика