19 марта 2010 г.
“Айтăр-ха, хĕр ачасем!” конкурса 1–11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хĕр ачасем юрларĕç, ташларĕç, тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тумсем хатĕрлерĕç.
Кĕçĕн классенчи уяв программине Вероника Ивановапа Татьяна Ярдыкова (6 кл.) ертсе пычĕç. Жюри членĕсем Алиса Яковлева (2 кл.), Валерия Храмова (1 кл.), Инесса Николаева (3 кл.) чи маттуррисем пулнине палăртрĕç.
Вăтам классенче вĕренекенсен хушшинче вара “Гламур” (6 кл.) ушкăн малти вырăна тухрĕ, иккĕмĕшĕнче – “Сердцеедки” (6 кл.) тата “Сладкоежки” (7 кл.) ушкăнсем. Виççĕмĕш вырăнта – 5 “а”, 5 “б” тата 8 классем. Ăмăртăва Оля Петуховапа Анюта Харитонова "9 кл." йĕркелесе пычĕç.
Аслă классенчи уява вара икĕ Александр Григорьев ертсе пычĕ: пĕри 9 класра вĕренет, тепри – 10-мĕшĕнче. Вуннăмĕш класс хĕрĕсем чи пултаруллисем пулчĕç. 11–9 классем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Алексей Скворцовпа (11 кл.) Марина Федорова (10 кл.) çуркунне принцĕпе принцесси ята тивĕçрĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"