Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн Алиса “Чăваш пики – 2010” конкурс çĕнтерÿçи

19 марта 2010 г.

Пирĕн Алиса “Чăваш пики – 2010” конкурс çĕнтерÿçи

Иртнĕ вырсарни кун Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Королева шăнкăравларĕ.
–Чи малтан хамăрăн савăнăçпа сирĕнпе пайлама шутларăмăр. Пирĕн Алиса ĕнер “Чăваш пики – 2010” конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çутă ĕмĕтлĕ пулма эсир те ăна чылай пулăшнă, – терĕ Юлия Павловна.
Чăнах та питĕ хĕпĕртерĕм çакăншăн, “Ял ĕçченĕ” хаçат хăй вăхăтĕнче хавхалантарнă-çке Алисăна пурнăç çулĕ çине тухма, журналистика профессине суйласа илме. Иртнĕ çул “Студентсен хулин мисĕ” ята çĕнсе илнĕччĕ-ха пирĕн маттур ентешĕмĕр. Кăçал вара ав, тата пысăкрах çĕнтерÿ турĕ.
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти культурăпа кану центрĕнче республикăри “Чăваш пики – 2010” конкурс иртнĕ. Кăçал тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ ăна. Талантлă çамрăксене тупса палăртас, чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине упрас, хулапа районсенчи хĕрсемпе каччăсен хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе ирттернĕ ку конкурса.
Сцена çинче хăйсене тытма пĕлекенсем, аудиторипе çыхăну йĕркелеме, роль выляма пултаракансем, шÿтлеме, ÿт-пĕвĕпе пит-куçĕ илемлисем, чăвашла таса калаçакансем, 17–25 çулсенчи хĕрсем тупăшнă конкурсра.
Пикесем хăйсемпе паллаштарнă малтан, унтан чăваш халăх историне мĕнле пĕлнине кăтартса панă. Творчество конкурсĕнче те пĕринчен тепри пултарулăрах пулнă. Наци блюдине ыттисене сĕнме тата ăна мĕнле хатĕрлемеллине ăнлантарма та тивнĕ çамрăксен. Чăваш халăх костюмĕн илемне те хакланă жюри членĕсем.
Районсенче, Шупашкарта пурăнакан 12 хĕр тупăшнă асăннă конкурсра. Вĕсенчен улттăшĕ – Чăваш патшалăх университечĕн тĕрлĕ факультечĕсенче пĕлÿ пухакансем. Журналист пулма ĕмĕтленекенсем тăваттăн пулнă. Пĕри – пирĕн район хĕрĕ Алиса Королева. Ăна асăннă конкурса хутшăнма районти культурăпа кану центрĕ тумсем парса, “Тăвайри кооператив” потребобщество коллективĕпе ертÿçи В.Федоров, ашшĕпе амăшĕ, шăллĕ, юлташĕсем, пĕрле вĕренекенсем, журналистика факультечĕн деканĕ А.Данилов тата ыттисем те хавхалантарнă.
“Чăваш пики – 2010” ята Тăвай район хĕрĕ Алиса Королева çĕнсе илнĕ тесе пĕлтерсен те чылайччен ĕненес килмерĕ çак савăнăçлă хыпара. Çемйипех пултăмăр асăннă конкурсра. Алисăн çитĕнĕвĕшĕн питĕ хĕпĕртесе каялла таврăнтăмăр”, – тесе вĕçлерĕ калаçăвне Ю.Королева.
Пирĕн район хĕрне конкурсра çĕнтернĕшĕн питĕ илемлĕ тухья тăхăнтарнă пуçне, “Чăваш пики – 2010” тесе çырнă лента çыхса янă, Диплом, “Чăваш пики – 2010” статуэтка, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор панă Чăваш наци конгресĕ.
“Мегафон” тулли мар яваплăхлă общество вара “Мегафон мисĕ” лента çыхса янă, Диплом, альбом панă. “Пике” магазинра тата “Венец” салонра пĕр хутчен тÿлевсĕр тĕрлĕ тавар туянма сертификатсем парнеленĕ. “Орифлейм” компани, “Паха тĕрĕ” фирма хаклă парнесемпе савăнтарнă. “Раççейри чăваш пики” конкурсра республика чысне хÿтĕлемелле пулĕ Алисăн.
Аса илтеретпĕр. А.Королева Чăваш патшалăх университетĕнче, журналистика факультетĕнче иккĕмĕш курсра “5” паллăсемпе кăна вĕренет. Вăл – Чăваш Президенчĕн стипендиачĕ, ушкăн старости, факультетри студентсен совечĕн председателĕ, Шупашкарти Мускав районĕнчи çамрăксен правительствин членĕ. “ВТК–Информ” телеканалта хăйĕн пултарулăхне аталантарма та вăхăт тупать пуçаруллă хĕр.
Эпир Алисăна пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр. Тăвай ен ятне çÿлте тытнăшăн унпа пĕрле чунтан савăнатпăр. Конкурса культура Министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Ен çамрăкĕсен “Хастар” пĕрлешĕвĕ ирттернĕ.
А.НИКИТИНА.
Сăн ÿкерчĕкре: “Чăваш пики 2010” конкурс çĕнтерÿçи А.Королева.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика