Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Надеждăна – ЧР Президенчĕн гранчĕ

14 июля 2009 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн указĕпе республикăри шкул çулне çитменнисен тата хушма вĕрентÿ учрежденийĕсенчи 30 ĕçчене 10-шар пин тенкĕлĕх грант пама йышăннă. Вĕсен шутĕнче Тăвайри ачасен пултарулăх центрĕнчи искусство шкулĕн преподавателĕ Н.В.Петрова та пур.
Надежда Владимировна 2005 çултанпа искусство шкулĕнче уçăлнă фольклор класне ертсе пырать. Районти пĕр культура мероприятийĕ те фольклор уйрăмĕн артисчĕсемсĕр иртмест. 2007 çулта унăн вĕренекенĕсем ачасен зонăри “Музыкальная капель” II конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă.
Н.Петрова çамрăк преподаватель талантлă ачасен пултарулăхне аталантарассипе вăй-хала шеллемесĕр ĕçлет. Вĕренĕве уйрăм программăпа йĕркеленин усси куçкĕретех. Акă, Екатерина Араповапа Елена Вьюник республикăри конкурссемпе фестивальсенче пĕрре çеç мар малти вырăнсене тухнă. Е.Арапова республикăри ача-пăча тата çамрăксен пултарулăхĕн фестивалĕнче “Халăх юррисене юрласси” номинацире çĕнтернĕ, Ярославльте иртнĕ “Ачалăх адресĕ – Раççей” конкурсран лауреат пулса таврăннă.
Надежда Владимировнан воспитанникĕсем çавăн пекех çамрăк вокалистсен зонăри конкурсĕнче чи пултаруллисем пулнă. Шупашкарта иртнĕ “Хавхалану”, чăвашла юрлакан ачасен “Мехел” телеконкурсĕнче ăсталăхпа палăрнă, дипломпа ытти наградăсем çĕнсе илнĕ. Çамрăк юрăçсен çитĕнĕвĕсенче Надежда Владимировнан тÿпи пысăк. Пултаруллă вĕрентекен хăй те республика, район чысне нумай конкурс-фестивальсенче хÿтĕлет. Куракансен чунĕсене уçă та илемлĕ сассипе тыткăнлать. Нумаях пулмасть Элĕкре иртнĕ “Вирьял шевлисем” фестиваль-конкурсра Н.Петрова I степеньлĕ диплома тивĕçрĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика