Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсен конференцийĕнче

26 августа 2008 г.

Кăçал районти вĕрентекенсен конференцийĕ Тăвайри вăтам шкулта пулса иртрĕ. Малтан асăннă мероприятие хутшăнакансене регистрацилерĕç. Паянхи кунпа килĕшÿллĕ шкул фойинче кашнинех ырă сунса кĕтсе илчĕç. Районти вĕренÿ çурчĕсем çĕнĕ йышши технологипе усă курас енĕпе пысăк ÿсĕмсем тунипе паллашма май пулчĕ унта. Актовăй залра ларма вырăн çукчĕ.
Кĕçех сцена çине район пуçлăхĕ Н.Иванов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров, Чăваш патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев улăхрĕç.
Канашлăва Владимир Яковлевич уçрĕ. “Районти вĕрентÿ системинчи лару-тăру тата аталантармалли çул-йĕр” темăпа доклад туса пачĕ вăл. Ун хыççăн район пуçлăхĕ Н.Иванов тата Чăваш патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев сăмах тухса каларĕç, сĕнÿсем пачĕç.
Тĕрлĕ çулсенче Раççей Президенчĕн Гран-прине илме тивĕçлĕ пулнă вĕрентекенсен – Г.Васильевапа Н.Николаева (Йăнтăрчă), З.Кириллова (Тушкил), Р.Ивановапа Е.Степанова (Тĕмер), Н.Куракина (Чутей) тата А.Михайлова (Тăвай) урокĕсемпе кăмăлласах паллашрĕç пухăннисем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика