09 сентября 2008 г.
Республикăн тата Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ тата Болгари Халăх Республикипе Демократиллĕ Вьетнам Республикин Ĕç Геройĕ, Монголи Халăх Республикин Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ Андриян Григорьевич Николаев пурăннă пулсан сентябрĕн 5-мĕшĕнче 79 çул тултаратчĕ. ЧР Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралса çитĕннĕ ентешĕмĕр 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнă.
Иртнĕ кĕçнерникун Чутейре шăп 12 сехетре пуç-ланчĕ спорт уявĕ. Шкулта вĕренекенсем, физкультурăна кăмăллакансем пухăннă. Нумайранпа ачасемпе ĕçлекен В.Шамбулин вĕрентекен пурне те йĕркеленсе тăма ыйтрĕ. Чăваш Республикин тата “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин ялавĕсене илсе тухнă чупма хатĕрленекенсем. Район администрацийĕн культурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ О.Ломоносов асăннă мероприятин программипе паллаштарчĕ.
“Чăваш Енĕн пилĕк кĕтесĕнчен чупма пуçланă паян спортсменсем, шăмăршăсем, елчĕксем, улатăрсем, пăрачкавсем, етĕрнесем. Виçĕ кун хушши дистанцире пулаççĕ республикăри районсенчи шкулсенче вĕренекенсем. Ушкăнсем сентябрĕн 6-мĕшĕнче 14 сехет тĕлне финиша, Шуршăла чупса çитеççĕ. Унта А.Г.Николаева асăнса ирттернĕ чупуна хутшăннисен митинг пулать”, – терĕ Олег Анатольевич.
Социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Арсентьевич Масленников Андриян Григорьевич çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ, космонавт яланах чăваш халăх асĕнче пуласси пирки пĕлтерчĕ, çамрăк спортсменсене ун пек сывлăхлă, ăнтăлуллă, мал ĕмĕтлĕ пулма, дистанцие лайăх чупса тухса, эстафетăна тĕмерсене пама сунчĕ. Вăтăр ытла ача асăннă ялавсене йăтса чупма пуçларĕç. Колоннăна милицин автомашини (В.Чумышев водитель) ертсе пычĕ. Васкавлă пулăшу (В.Семенов водительпе В.Павлов аслă фельдшер) та пурччĕ. Ывăннисем шкул автобусĕ çине кĕрсе канма пултарчĕç.
Вун виçĕ сехет çитеспе Тĕмер ялне пырса кĕтĕмĕр. Кунта А.Николаева шкул директорĕпе вĕрентекенсем тата ачасем кĕтсе илчĕç. “Эпир сывă пурнăç йĕркине суйланă” тата çавнашкал ытти лозунгсем илсе тухнă вĕсем. Альбина Александровна А.Николаев космонавта асăнса тунă медальпе паллаштарчĕ, Тĕмерти шкулта вĕренекенсем ялавсене мучарсем патне йĕркеллĕ илсе çитерессе шанни пирки асăнчĕ, ырă чупу сунчĕ.
Мучар ялне пăрăнса кĕнĕ çĕрте кĕтетчĕç пире ачасем. Кунта та мĕнле сăлтава пула чупу йĕркеленине пĕлтернĕ хыççăн мучарсемпе малалла çула тухрăмăр. А.Белов вĕрентекен хăй те кăмăл турĕ чупма, вĕренекенсене хавхалантарса пычĕ. Чăваш Республикин, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин ялавĕсем ăшă çилпе вĕлкĕшсе çитĕнÿсем патне малтан-малалла кайма чĕнчĕç.
Тăвай ялĕнчи вĕренекенсем те чупăва тăсма хатĕр иккен. М.Алексеев вĕрентекенпе пĕрле, район центрĕ витĕр ялавсемпе тухса, Йăнтăрчăна пăрăнса кĕрекен çул еннелле чупрĕç ачасем. Тăвайккинелле хăпармалла пулчĕ пулин те, палăртнă вăхăтран иртерех çитрĕç спортсменсем.
Йăнтăрчăсем ку мероприятие йышлăн хутшăнма кăмăл тунă, спорт тумĕсем тăхăннă. Ку тĕлте ЧР спорт министерствин представителĕ В.Васильев та килсе çитрĕ. Виталий Петрович ачасене чупăва хастар хутшăннăшăн тав турĕ, эстафетăна тушкилсене пама сунчĕ. В.Кириллов вĕрентекенпе ачасем хавхалануллă кăмăлпа чупма пуçларĕç.
Сăхăтпуç ялнелле пăрăнса кĕрекен çул тĕлне маларах çитрĕмĕр пулас. Тушкил шкулĕн спортсменĕсене кăшт кĕтме тиврĕ. Шăп çак самантра пирĕн йыша район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров хутшăнчĕ. В.Яковлев вĕрентекенпе тушкилсем эстафетăна йышăнчĕç кĕçех. “Вăрмар районĕн спортсменĕсем патне ăнăçлă чупса çитĕпĕр”, – терĕ Виталий Михайлович çула тухас умĕн.
Вун пилĕк сехет çурă тĕлнелле районăн чикки патне чупса çитрĕç Тăвай енĕн çамрăкĕсем. Кĕтеснер ялĕ çывăхĕнче кĕтеççĕ иккен вăрмарсем. Пирĕн район пуçлăхĕн çумĕ В.Шакров тăвайсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, А.Николаев космонавта халалласа ирттернĕ чупăва районта нумай спортсмен хутшăнни пирки пĕлтерчĕ, малалли çула вăрмарсене ăнăçлă тăсма сунчĕ. Вăрмар район пуçлăхĕн çумĕ Ю.Соколовпа кĕтеснерсем йышăнчĕç эстафетăна. Юрий Васильевич та хăйсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ, спортсменсене малашлăхра пысăк çитĕнÿ тума сунчĕ, тепĕр кунне Куславкка район территорине палăртнă вăхăтра çитме шантарчĕ. Çапла çĕкленÿллĕ, хаваслă ирттерчĕç спорт уявне тăвайсем, 40 çухрăм ытла, Чутейрен Кĕтеснере çити чупса тухрĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"