04 августа 2017 г.
Илемлĕ те хăтлă çуртра пурăнма анчах мар, иртсе çÿреме те питех те кăмăллă. Çакна Элĕк салинчи Парк урамĕнчи 9-мĕш çуртăн 3-мĕш подъездĕнче пурăнакансем те çирĕплетеççĕ. Вĕсем Вероника Иванова пуçарăвĕпе кăçал хăйсен кил картине хăтлăх кĕртме шутланă. Çур кунĕсенчех йĕри-тавралла тĕрлĕ чечек лартса тултарнă. Çурт умне илемлетме вара пластмасса кĕленчесемпе автотранспортăн юрăхсăра тухнă ураписене усă курнă. Пластмасса савăт-сапаран пурин çине те ăшшăн пăхакан хĕвел маçтăрланă, урапаран хатĕрленĕ клумбăсенче вара тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек ешерет, иртен-çÿрен куçне тыткăнлать. Çавăн пекех кунта чечексен сулхăнĕнче «канса выртакан» йытă çурине те, кÿлĕ хĕрринче хур-кăвакалпа пĕрле «чÿхенекен» чарлана та курма пулать. Нумай хваттерлĕ çурт умĕнчи картише илемлетнĕ чухне ача-пăча теттисене те ĕçе кĕртнĕ. Чи пĕлтерĕшли вара - ку илеме тăвас ĕçе асăннă çуртра пурăнакансенчен чылайăшĕ хутшăнни. Ку ĕç ыттисемшĕн те тĕслĕх вырăнне пулинччĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета