16 июня 2017 г.
Июнĕн 24-мĕшĕнче паллă чăваш çыравçи Светлана Асамат 65 çулхи юбилейне уявлать. Ăна халалласа Элĕкри ача-пăча библиотекинче «Светлана Асамата вулатпăр» поэзи сехечĕ иртнĕ. Унта ачасем унăн кĕнекисенчи сăввисене пултаруллăн вуланă. «Урам вăранчĕ» кĕнекипе юратсах паллашнă. Çыравçăн кун-çулĕ çинчен чылай пĕлнĕ. Библиотека ĕçченĕсем вуланă сăввисене те тимлĕн итленĕ.
Светлана Асамат - 15 сăвă пуххин авторĕ. Сăввисем ачасене Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, халăх йăли-йĕркине хисеплеме, атте-аннене упрама тата юратма, çут çанталăкпа киленме, çĕнĕ кунпа савăнма вĕрентеççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета