01 ноября 2016 г.
Ылтăн кĕркуннене пурте чăтăмсăр кĕтеççĕ. Вăл хăйĕн илемĕпе пурне те тыткăнлать-çке. Çакă «Хĕвел» ача садне çÿрекенсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унта çулсеренех пахча çимĕçрен илемлĕ япаласем маçтăрлассипе конкурс иртет. Ачасем унта кăçал та хастар хутшăнчĕç. Куравра темĕн те пур: кĕрхи çулçăсенчен хатĕрленĕ чечек çыххи, çĕр улмирен, кишĕртен, хăяртан касса тунă юмахри сăнарсем, чĕрĕп, мăн хăяртан хатĕрленĕ тимĕр шапа. Паллах, ĕçсене хĕрачасемпе арçын ачасем ашшĕ-амăшĕ пулăшăвĕсĕр туман. Кашни ачан ĕçĕ илемлĕ те интереслĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета