20 сентября 2016 г.
Районта пурăнакансем килти хуçалăха аталантарма кредит пулăшăвĕпе час-часах усă кураççĕ. Çăмăллăх кредичĕсене хушма хуçалăха çĕнетес тĕллевпе илеççĕ. Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене те ку пысăк пулăшу парать. Харпăр хăй хуçалăхĕнче тăрăшакан нихăçан та выçă лармасть. Ĕçчен çыннăн çемйи те тутă. Пахча çимĕç, аш-какай, сĕт, çăмарта пĕрмай сĕтел çинче. Килти тупăша та ÿстерет.
Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, районта çăмăллăх кредичĕсемпе 83 хушма хуçалăх усă курнă. Граждансене асăннă çăмăллăхпа тивĕçтерме пĕтĕмпе 14 миллион та 781 пин тенкĕ уйăрнă.
Çак пулăшупа ытларах Элĕк (15 çын), Юнтапа (14 çын), Чăваш Сурăм (12 çын) ял тăрăхĕсенче пурăнакансем усă курнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета