12 августа 2016 г.
Ĕнер, августăн 11-мĕшĕнче, Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче ĕçлекенсем шăпăрлансемпе спорт ăмăртăвĕсем ирттерчĕç. Ку мероприятие çывхарса килекен Физкультурник кунне халалларĕç. Кану паркĕнче вырнаçнă çĕнĕ спорт лапамĕнче пĕчĕкскерсем хăвăртлăхпа çивĕчлĕх тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕрне тĕрĕслерĕç, вăй виçрĕç. Воспитательсем те хаваслă вăйăсене кашни ачана явăçтарма тăрăшрĕç. Уçă сывлăшра баян каласа хавхалантарни те хăйне евĕрлĕ интереслĕ пулчĕ.
Çуллахи кану хыççăн тăван ушкăнсене таврăннă ачасем хаваспах хутшăнаççĕ кун йышши мероприятисене. Кĕлетке-çурăма çирĕплетнисĕр пуçне пĕлĕве те тарăнлатма ĕлкĕреççĕ кунта. Акă нумаях пулмасть ачасемпе Пĕтĕм тĕнчери светофор кунне халалланă мероприяти йĕркелерĕмĕр. Пĕчĕкскерсем вăйă мелĕпе çак асамлă светофор вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчерĕç.
Лариса СОКОЛОВА, ача сачĕн заведующийĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета