29 апреля 2016 г.
Мăнкун - православи тĕнĕнче чи пысăк уяв. Аслă çулсенчисем те, ачасем те хаваспах кĕтеççĕ ăна. Анчах та çитĕнекен ăру православи культури, тăван халăх йăли-йĕрки çинчен пĕлет-и; Ачасене мăн асатте-асанне йăли-йĕрки çинчен каласа парас, пултаруллă ачасене тупса палăртса вĕсене аталанма пулăшас тĕллевпе Элĕкри тĕп библиотекăпа Ураскилтри Таса Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕпе пĕрле «Мăнкунри композици» конкурс йĕркелерĕмĕр. Кăçалхи март-апрель уйăхĕсенче иртрĕ вăл. Асăннă конкурс йĕркине районти вĕренÿ учрежденийĕсене, ялти библиотекăсене валеçсе панă. Тĕрлĕ çулсенчи 5 ушкăнри ачасемпе аслисем пилĕк номинаципе 40-е яхăн ĕç тăратрĕç. Вĕсен ал ĕçĕсене хак панă чухне хăйсен ĕçĕсенче халăх йăли-йĕркине мĕнле сăнланине, япалан хăй евĕрлĕхне, ÿкерес ăсталăхне, ача миçе çулта пулнине шута илнĕ.
Шкул ачисем мăнкун çăмартисене илемлĕ эрешлесе ярса панипе пĕрлех йывăçран касса кăларнисене те илсе килчĕç. Çут çанталăкăн ытти материалĕсемпе усă курса чăн-чăн композици хатĕрленисем те йышлăн пулчĕç. Вĕтĕ шăрçаран, çыхса, пусма татăкĕсенчен хатĕрленĕ ĕçсем те чуна тыткăнларĕç. Конкурса тăратнă кашни ÿкерчĕкех тивĕçлипе хак панă. Мала тухнă ĕçсене Чăваш митрополийĕпе «Милостивая» тата «Рождество» Православин Ыркăмăллăх фончĕсем, Шупашкарти Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ йĕркелекен «Мăнкун уявĕ» ачасемпе çамрăксен ÿнер пултарулăхĕн республикăри конкурсне ярса патăмăр.
Раиса ГОРДЕЕВА,
«Централизациленĕ библиотека тытăмĕ» учреждени директорĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета